АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРМАН КАСАКАНА АЙĂПЛАНĂ

23 апреля 2008 г.

 

Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Нурăс ялĕнче пурăнакан 35 çулхи Сергей Николаевич Юркин пуçĕнче çĕнĕ пÿрт тăвас шухăш çуралнă. Ĕмĕчĕ пур-ха, анчах стройматериалсем кирлĕ-çке. Ялпа юнашар Комсомольски районĕн территорине кĕрекен Йĕпреç вăрман хуçалăхĕн лаптăкĕ пуррине аса илсе çавăнта йывăç касма шутлать. Хăйпе пĕрле моторлă пăчкă илсе, икĕ тăванĕпе тракторлă пĕр пĕлĕшне чĕнсе февралĕн 13-мĕшĕнче вăрмана каять. Юлташĕсене вара йывăç касса илсе тухма ирĕк паракан хут пур тесе суять.

Ÿкернĕ 4 хыртан виççĕшĕ чĕрĕ пулнă. Пилорамăра çуртарнă хыççăн С.Юркин хăй килĕ умне хатĕр хăмасем килсе хурать.

Тепĕр виçĕ кунтанах Комсомольски районĕн шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем вăрман касакана тытаççĕ. С.Юркин хăй мĕн тунине тĕпĕ-йĕрĕпех каласа парать, айăпне йышăнать

1-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйин апрелĕн 15-мĕшĕнчи приговорĕпе С.Юркина айăпланă, çур çул хушши ĕçлесе илнĕ укçаран 5 процентне тытса юлмалла тунă.

Район прокурорĕ тăратнă иск тăрăх вара унран шыраса илнĕ 45969 тенкĕ те 75 пуса патшалăх хыснине хывнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика