23 апреля 2008 г.
Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче те, Çемье Кодек-сĕнче те ача-пăчана пăхса ÿстересси ашшĕ-амăшĕн тĕп тивĕçĕ тесе палăртнă. Анчах пурнăçра çакна ăнланма тăрăшман çынсем час-часах тĕл пулаççĕ. Хăш чухне — ашшĕ е амăшĕ хăйсем çут тĕнче парнеленĕ тĕпренчĕкне кирлĕ пек пăхса ÿстерессинчен пăрăнаççĕ. Ачана пур енлĕн аталанма, тĕрĕс воспитани илме çителĕклĕ майсем, кирлĕ условисем туса памаççĕ. Сахал ĕçлесе илетĕп е ĕç тупаймастăп тенине тăтăшах илтме пулать алимент тÿлемелли çынран. Кирек мĕнле сăлтавласан та ку ĕçрен пăрăнма май çук. Йĕркене пăссан 500 тенкĕ штраф тÿлеттерме пултараççĕ. Алимент тÿлесси çине алă сулсан вара уголовлă ĕç пуçараççĕ, айăплавĕ çирĕпрех пулать (РФ Уголовлă Кодексĕн 157-мĕш статйи).
Район прокуратурин тĕрĕслевĕ тăрăх, хăйсен тивĕçĕнчен пăрăнакан темиçе çынна тупса палăртнă. Вĕсене алимент тÿлеменшĕн административлă майпа явап тыттарма йышăннă. Пĕрин пирки вара прокуратура районти суд приставĕсен уйрăмне алимент шыраса илме ĕç хучĕ ячĕ.
Алимент тÿлемелле тунă ашшĕсене е амăшĕсене çак ĕçе вăхăтра туса пыма сĕнетпĕр. Тÿлеменнине пула пухăнса кайнă парăма туллин татмалла пулать. Ача 18 çул тултарсан та вăхăтра пурнăçламан ĕçе вĕçне çитермех тивет.
Источник: "Каçал Ен"