23 апреля 2008 г.
ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра чĕр тавар шутланакан сĕт производствин калăпăшĕ ÿссе пырать. 2007 çулта тĕрлĕ категорие кĕрекен мĕн пур хуçалăхра 485,4 пин тонна сĕт суса илнĕ, çакă 2006 çулхинчен 5,6 процент нумайрах, çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче — 117,8 пин тонна (100 процент).
Чăваш Републикинче сĕте сĕт тирпейлекен предприятисем, Чăвашпотребсоюз организацийĕсем, ял хуçалăхĕнчи потребитель кооперативĕсем тата уйрăм предпринимательсем сутăн илеççĕ.
Çĕнĕ экономика условийĕсенче чĕр тавар шутланакан сĕте патшалăх енчен йĕркелесе пырасси çук. Кашни регионта хаксене килĕшÿ условийĕсене тĕпе хурса сĕт пахалăхне шута илсе палăртаççĕ. Çакна çĕнĕ наци стандартĕнче те шута илнĕ. Çĕнĕ стандарт çу виçи — 3,4, белок виçи 3 процент чухлĕ сĕт нормисене çирĕплетнĕ. Чĕр таварăн сортне те ăна йышăннă çĕрте палăртаççĕ. Ку сĕте фермăсенче те, сĕт тирпейлекен предприятисенче те йышăнма май парать. Çакна палăртни вырăнлă: сутакан сĕт пахалăхне ÿстерес тесен граждансен хушма хуçалăхĕсенче производство, управ технологийĕсене çак ГОСТпа килĕшÿллĕн пăхăнса пымалла.
Сĕт туса илекенсен тата сĕте тирпейлекенсен интересĕсене хÿтĕлес (çав шутра сутăн илмелли хаксене йĕркелес) енĕпе Чăваш Ен Ял хуçалăх министерстви тĕллевлĕн ĕçлет. Кăçалхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче министерствăра Чăваш Енри коммерци организацийĕ шутланман сĕт союзне туса хурас енĕпе пирвайхи йĕркелÿ пухăвĕ иртнĕ. Пухăва 32 организаци хутшăннă. Çак союза сĕт рынокне йĕркелемелли механизмсем палăртас, Чăваш Енри сĕт туса илекенсемпе ăна тирпейлекенсен прависемпе экономика интересĕсене хÿтĕлес, сĕт производствине ÿстерес, çав шутра республикăри сĕт рынокĕнче хаксен пĕрлехи политикине тытса пырас тĕллевпе туса хума йышăннă
Источник: "Каçал Ен"