23 апреля 2008 г.
Кăçал районта 100-мĕш ача çуралнине регистрациленĕ. Алексей Волков — çемьери 3-мĕш ача. Вăл апрелĕн 4-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ, Валерий Иванович, чылай çул вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Амăшĕ, Зоя Васильевна, ялти çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ. Асанкассинче пурăнакан Волковсен халĕ виçĕ ача: асли — ывăл, вăтамми — хĕр.
Çуралакансен йышĕ ÿсни паллах савăнтарать. Районти демографиллĕ лару-тăру та лайăхланса пынине палăртма кăмăллă.
Источник: "Каçал Ен"