19 апреля 2008 г.
Республикăн тĕп хулинче хăвăрт утассипе ХХIII Тĕнче кубокне ирттерессипе çыхăннă мероприятисене вăхăтра пурнăçлама Шупашкарти чылай предприятипе организаци хутшăнать. Кунта спорт ăмăртăвĕсем иртекен Шупашкар шыв управне пăхса тăракан «Инженер хÿтлĕхĕ» предприятин тÿпи уйрăмах пысăк.
Тĕнчери стандартсене тивĕçтерекен трассăна хатĕрлесе çитернĕ, заливри асфальт çул хĕрринчи бетон плитасене, çĕвĕсене юсаса çĕнетнĕ, спортсменсен çулне те йĕркене кĕртнĕ, шăтăк-путăксене пĕтернĕ. Çавăн пекех «Инженер хÿтлĕхĕн» ятарлă бригади эрешлĕ парапетсене тасатса, сăрласа тухнă, ытти ĕç пурнăçланă. Рабочисен бригади залив таврашне те кунсерен тирпей-илем кĕртсе тăрать.
Тĕнче кубокĕ старт иличчен вăхăт нумаях юлмарĕ, çавăнпа та «Инженер хÿтлĕхĕ» планпа палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçласа пымашкăн куллен вăй хурать.
Источник: "Каçал Ен"