19 апреля 2008 г.
Районти уй-хирсенче çурхи ака-суха ĕçĕсем малаллах пыраççĕ. Кашни хуçалăхрах ку енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ.
Районĕпе 5800 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксем ÿстереççĕ. Вĕсене хальлĕхе 5322 гектар сÿреленĕ, 1110 гектар апатлантарнă.
Кĕр тыррисем 5708 гектар йышăнаççĕ. Паянхи куна 4085 гектарне сÿреленĕ, 3874 гектар апатлантарнă. Ку ĕçе “Слава”, “Труд”, “Асаново”, “Рассвет”, “Алга” ял хуçалăх кооперативĕсенче, “Родина”, Минатуллин фермер хуçалăхĕсенче вĕçленĕ.
Кĕркунне пурĕ 11 пин гектар çĕре сухаласа хăварнă. Халĕ 8730 гектар çĕртмене сÿреленĕ.
Çурхи культурăсене 5517 гектар çинче акнă. Ку енĕпе уйрăмах Минетуллин, «Кызыл сабанча», Атласкин фермер хуçалăхĕсем, “Асаново” ЯХПК, “Слава картофелю” агрофирма тухăçлă ĕçлеççĕ.
Районти ял хуçалăх кооперативĕсем кĕркунне 5500 тонна çĕр улмие упрама хунă. Паянхи куна 5110 тонна çĕр улмине суйласа яровизацилеме кăларнă. “Слава” ял хуçалăх кооперативĕнче «иккĕмĕш çăкăра» 15 гектар лаптăк çинче лартма та ĕлкĕрнĕ.
Минатуллин фермер хуçалăхĕнче 2 гектар кишĕр, 130 гектар рапс , “Труд”, “Рассвет” хуçалăхсенче выльăх кăшманĕ акнă.
“Алга” ЯХПК-ра 3 гектар çинчи хăмла тымарĕсене каснă.
Источник: "Каçал Ен"