АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂЛ ÇĔРШЫВА ХŸТĔЛЕНĔ

16 апреля 2008 г.

 

Ялтан вăрçа кайнă 38 çынран 11-шĕ чĕрĕ-сывă таврăннă. Вĕсем хушшинче А.А.Смирнов та пулнă. Фронтран йывăр аманса килнĕ.

Алексей Смирнов вăрçă пуçланнă вăхăтра 17-ри каччă пулнă. Вăйпитти арçынсемпе çул çитнĕ çамрăксем пĕрин хыççăн тепри фронта кайнă. 1942 çулхи август уйăхĕнче А.Смирновăн Тăван çĕршыва хÿтĕлеме черет çитет. Ватă амăшĕн пехилне илсе, ял-йышпа сывпуллашса вăл çапăçу хирне тухса каять. Çар хĕсмечĕ 2-мĕш Белорусси фронтĕнчи 185 стрелковăй полк-ра пуçланать. Малтанах çар ĕçне вĕренет, рядовой стрелок пулса тăрать. 1943 çул пуçламăшĕнче пĕрремĕш хут çапăçăва кĕрет, полкпа пĕрле Воронеж, Чернигов, Сумы облаçĕсенчи ялсемпе хуласене тăшманран ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать. Орелпа Курск пĕккин вут-çулăмне те лекет Алексей Смирнов стрелок.

...Севск хулишĕн пыракан хĕрÿ тытăçусенче Смирнов пулеметран персе пехотинецсене çул уçса парать. Тихомиров сержант ертсе пыракан юлташĕсемпе виçĕ нимĕç салтакне тыткăна илсен, допрос вăхăтĕнче пĕр подвалта совет çыннисене хупса усрани çинчен пĕлеççĕ. Паттăр хĕрлĕ армеецсем тăшманăн ирсĕр шухăшне пурнăçлама паман. Инкеке лекнĕ 35 çынна ирĕке кăлараççĕ. Хулана та фашистсенчен ĕмĕрлĕхех тасатаççĕ.

Алексей Леонтьевич каласа панă çапăçу вăхăтĕнчи лару-тăру: «Пирĕн полк Десна шывĕ хĕрне тухрĕ. Эпир юханшывăн тепĕр енчи çыранне тухма приказ илтĕмĕр. Вунпиллĕкĕн кимĕ çине ларса ишрĕмĕр. Кĕтмен çĕртен тапăнасси пулмарĕ, тăшман пире асăрхарĕ, пулеметсемпе минометсенчен асар-писер пеме тытăнчĕ. Юнашарах снаряд çурăлчĕ. Кимĕ çинче пулнă юлташсенчен тăваттăн çеç чĕрĕ юлтăмăр. Приказа пурнăçламанни мĕнпе вĕçленесси паллă. Çĕнĕрен кимĕ тупса юханшыв тепĕр еннелле ишрĕмĕр. Хальхинче тăшман снарячĕсем пире сиен кÿреймерĕç. Çыран хĕррине тĕрĕс-тĕкел çитсе, хамăр подразделени валли позици йышăнтăмăр, пирĕн еннелле ишекен ытти юлташсене фашистсенчен хÿтĕлерĕмĕр. Тул çутăлса çитнĕ вăхăтра пирĕн полк гитлеровецсен оборонине аркатса наступлени пуçларĕ...

Кун пек ăнăçлă вĕçленнĕ çапăçусем темиçе хутчен те пулнă Алексей Леонтьевич Смирнов стрелокăн вăрçă кунĕсенче. Анчах черетлĕ тытăçура пирĕн ентеш йывăр аманать, ку вăл Сорне юханшывĕ урлă каçнă чухне пулнă. Соболевпа Калибуллин юлташĕсем ăна çапăçу хирĕнчен илсе тухса пурнăçне çăлса хăвараççĕ. Городня, Тула хулисенче, каярах Киров облаçĕнчи Песковка поселокĕнчи госпитальсенче вăрах сывалать. Çар медицина комиссийĕ А.Л.Смирнов фронтовика службăна юрăхсăр тесе йышăнать, тăван ялне ямалла тăвать.

А.Л.Смирнов вăрçă ветеранĕн малашнехи кун-çулĕ «Красный клевер» хуçалăх ĕçĕпе çыхăннă. Вăрçă чарăннă куна Элпуç ялĕнче пĕрремĕш бригадăна ертсе пынă вăхăтра кĕтсе илет. Каярах «Дружба» колхозра ферма заведующийĕнче, ревизи комиссийĕн председателĕнче вăй хурать. Парти членĕ пулнă май ялти халăх контроль группине ертсе пырать. Алексей Леонтьевич вăрçа хирĕçле юхăма активлă хутшăннă, мир фондне нумай укçа-тенкĕ панă.

Паян кун А.Л.Смирнов пирĕн хушăмăрта çук. 1984 çулта сарăмсăр вилĕм 60 çулхи вăрçăпа ĕç ветеранне çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйăрчĕ.

Алексей Леонтьевич Смирнова Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн Отечествăлла вăрçăн I-мĕш степеньлĕ орденĕпе тата нумай медальпе наградăланă.

Вăл «Дружба» колхозăн «Хисеплĕ колхозникĕ» пулнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика