АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧУНĔПЕ ĔÇЕ ПАРĂННĂ ÇЫН

16 апреля 2008 г.

ЧУНĔПЕ ĔÇЕ ПАРĂННĂ ÇЫН

Пурăннă пулсан ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Хирти Шăхасан ялĕнче çуралса ÿснĕ Социализмла Ĕç Геройĕ, СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă, Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Л.Н.Акчурин 75 çул тултаратчĕ...

АЧАЛĂХ

«Чĕррисен пурăнмаллах...» Хăçан илтнĕччĕ-ши ăна? Саккăр тултарса тăххăра пуснă ача хăлхинче янăраса тăчĕ çак сăмах. Кам каларĕ-ха ăна? Ара, Петр Герасимович, Леонтий ашшĕпе пĕр тăван тетĕшĕ.

... Ку вăл 1942 çулта пулнăччĕ. Нумайăшĕ пуç хучĕ ун чух, кашни киле тенĕ пекех «хура хут» килчĕ. Вăрçа тухса кайиччен ачисене пурне те çупăрларĕ те ашшĕ çапла каларĕ:

— Аннĕре итлĕр, эпĕ часах таврăнатăп. Эс, Леонтий, асли, ман вырăна кил хуçи пулăн. Хветуç, ачамсене упра...

... Леонтий амăшĕ аллинчен тухса ÿкнĕ «хура хута» тытса тăрать. Хăрушă тĕлĕк пек сирсе сирĕлми, манса манăçми кĕрсе вырнаçнă çав кун тăхăр çулхи ача асĕнче ĕмĕрлĕх тарăн суран хăварчĕ. Мĕн тăвăн, ашшĕ ăшшине туйма Турри çырман пулĕ;

Çыхнă шăпăр хуçăлмасть, теççĕ. Хăй хуйхипе пĕччен юлнă пулсан Леонтий амăшĕ тÿсеймен те пулĕччĕ. Кÿршĕсем пăрахман, ял-йыш манман, тăван-хурăнташ пулăшнă. Çап-çамрăк хĕрарăм пилĕк ачапа тăрса юлать. Пĕри тепринчен пĕчĕк. Асли — Лена — вун виççĕре, кĕçĕнни — Веня — виççĕре. Кил-çурта та пуçтармалла, хуçалăхра та ĕçлемелле, колхоза та каймалла. Çак йывăр вăхăтра кашни çын шутра пулнине лайăх ăнланать Хветуç аппа.

Мĕн каламалли, вăхăчĕ калама çук йывăр, асаплă пулнă ĕнтĕ. Умран юличчен çăкăр çисе курман. Хăй çиес татăка амăшĕ ачисене пайласа парать. Çук, макăрман, ĕсĕклемен ачисен умĕнче. Каçсерен çеç хуйхăпа тулнă чĕререн куççулĕ сăрхăнать, минтере йĕпетет. Чунĕпе сисетчĕ Леонтий амăшĕн хуйхине. Кăшт та пулин лăплантарас тесе: «Ан хуйхăр-ха, аннеçĕм, атте вырăнĕнче хам пулатăп. Кăшт ÿсем-ха...»— тетчĕ. Шухăшĕпе çав-çавах ашшĕне кĕтетчĕ.

Вăрçă та, ав, кĕрлесе иртрĕ. Таврăнас пек салтаксем те килсе пĕтрĕç. Леонтий вара çав-çавах ашшĕне кĕтет. Тунсăхлать ашшĕшĕн. Вара тетĕшĕ патне васкать. Лешĕ кивĕ трактора юсать, ку — пулăшать: уçăсем парса тăрать, гайка-болтсем çăвать. Тăванĕн ачи техника патне туртăннине тетĕшĕ лайăх ăнланнă: чăн-чăн çĕр ĕçченĕ пулатех ку ачаран.

«ПУЛАС ЛАША ТИХАРАН ПАЛЛĂ»

Ачаранах ĕç çумне çыпăçрĕ Леонтий: çум çумлать, тырă вырать, кĕлте йăтать...

Вăхăт иртет. Леонтий малашне ялта лаша-вăкăртан ытларах машина-трактор вăйĕпе ĕçлемеллине лайăх ăнланать. Вара çичĕ класс пĕтернĕ Ленькка çурăм хыçне кутамкка çакса Комсомольски МТСне çур çуллăх курса вĕренме тухса каять.

Пилĕк уйăх сисĕнмесĕрех иртет. Малтанах плугарьте ĕçлеме шанаççĕ. Тепĕр çултан Леонтий Николаевича трактор параççĕ. Пĕрремĕш хут пурнăç экзаменне тытать: трактор рулĕ умне ларса пĕрремĕш касă чĕрет. Ун хыççăн Канашри механизаци шкулĕнче вĕренет. Хăйĕн пĕлĕвĕпе ăсталăхне ÿстерсех пырать çамрăк механизатор. 1967 çулта районта пĕрремĕш хут сухаçăсен ăмăртăвне ирттереççĕ. Чемпион ятне илесси шухăшра та пулман çамрăк трактористăн. Анчах вăл çĕнтерет! Район чемпионне хулпуççи урлă хĕрлĕ хăю çыхса яраççĕ, хаклă парне параççĕ. Паллах, çитĕнÿшĕн савăнмалла пек, анчах Леонтий Николаевич хăйне тивĕçлипе хаклама пĕлмерĕ ун чух. Мухтанасси унăн чунĕнче пулман нихăçан та.

Л.Н.Акчурин çитĕнĕвĕ ăнсăртран пулман. Çакна тепĕр çулхи район ăмăртăвĕ пушшех çирĕплетет: районти сухаçăсен ăмăртăвĕнче умлă-хыçлă тăватă хутчен çĕнтерет. Республикăри трактористсен ăмăртăвне хутшăнса пĕрремĕш вырăншăн кĕрешет. Кунта та малти вырăна тухать. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн ăна 1968 çулта Чăваш АССРĕн, 1970 çулта РСФСРăн тава тивĕçлĕ механизаторĕн хисеплĕ ячĕсене параççĕ.

«ŸРКЕНМЕН ĂСТА ПУЛНĂ»

Канлĕх мĕнне нихăçан та пĕлмен вăл. Иртен пуçласа каçченех трактор çумĕнче. Чăнах та, чунсăр тимĕр купине ху ăшшуна парсан çеç тарăхтармасть, такăнмасть. Çапла, чунлисемпе кăна туслă иккен техника таврашĕ. Çакна яланах асра тытнă Леонтий Николаевич. Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума пулăшнă та ĕнтĕ ăна техникăна, тăван çĕре чунтан юратни. Ял хуçалăхĕнче çĕнĕлĕхсемпе те чи малтан усă курать вăл. Конвертлă майпа сухалассине Л.Н.Акчурин районта пĕрремĕш хут усă курнă. Челнок меслечĕпе сапаласа акассине те районта вăлах пуçланă.

ĔÇРЕ ТУПНĂ ЧЫСПА ЯТ

Пултаруллă механизатор ĕçне партипе правительство пысăка хурса хакланă. СССР Верховнăй Совечĕн Президумĕн Указĕ тăрăх Л.Н.Акчурина Социализмлă Ĕç Геройĕ ятне парса чыслаççĕ. Вăл СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ те пулнă. Мĕн чухлĕ грамотăсемпе тав хучĕсем тата... Хаклăран та хакли — Ылтăн Çăлтăрпа Ленин орденĕ. Вăл — Ленин орденĕн кавалерĕ.

Л.Н.Акчурин мăшăрĕпе тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ. Хăйсем пекех ĕçчен те сăпайлă. Ваттисем калашле, улми йывăççинчен аякка ÿкмест. Асли, Галя, Шупашкарти педагогика училищи пĕтернĕ. Чылай çул ача садĕнче ĕçлерĕ. Халĕ почтальонра вăй хурать. Тĕп килте пурăнаканни — Юрий. Вăл ял хуçалăх институчĕ пĕтернĕ. Юля хĕрĕ те çакăнтах вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Кĕçĕнни, Илья, Мускаври кооператив институчĕн Шупашкарти филиалне пĕтернĕ хыççăн Атăлпа Вятка округĕнчи ревизор-контролер, халĕ федерацин Мари Эл Республикинчи тĕп инспекторĕ пулса ĕçлет.

Çемьепе, ачисен телейĕпе савăнса пурăнмаллаччĕ ашшĕпе амăшĕн. 1985 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче çул çинчи инкек Леонтий Николаевичпа унăн мăшăрне тата мăнукне пирĕнтен яланлăхах уйăрчĕ.

Пархатарлă ĕçĕн ĕмĕрĕ вăрăм теççĕ. Вăл вĕрентсе хăварнă тата пĕрле ĕçленĕ механизаторсем Л.Н.Акчурин çинчен паянхи кун та ырăпа асăнаççĕ. Манмасть ял-йыш хăйĕн ĕç паттăрне. Аслă Çĕрпÿел ял хутлăхĕ кашни çулах, йăлана кĕнĕ тăрăх, Мункун уявĕнче вăл çуралнă Хирти Шăхасан ялĕнче шашка-шахмат турнирĕ ирттерет. Кăçал та унăн ячĕпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртнă. 2007 çулта Çимĕк кунĕнче Леонтий Николаевич пурăннă çурт çине Хисеп хăми çакрĕç. Ачисемпе çывăх тăванĕсем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсемпе ял-йыш ун çинчен аса илсе сăмах каларĕç.

Л.Н.Акчурин — литературăри сăнар. Л.Маяксем «Хунавсăр йывăç» кĕнекинче «Пурнăç йăранĕ» тата Н.Иванов «Пур çавăн пек çын» очеркĕсенче хисеплĕ механизаторăн пурнăçĕпе пархатарлă ĕçĕ-хĕлне çутатса параççĕ. Шкулта килти вулав урокĕсенче çак хайлавсене пăхса тухатпăр.

Хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ, ĕçленĕ, пурăннă паттăрсене манас марччĕ. Вĕсем çинчен пулас ăрусем те пĕлччĕр, вĕсемпе мăнаçланччăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика