АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĂВАШСЕН ЧĂН-ЧĂН УЯВĔ ПУЛТĂР

16 апреля 2008 г.

Пирĕн республикăра саккунпа çирĕплетнĕ Чăваш уявĕсем пур. Пĕри — Чăваш пичечĕн кунĕ. Ăна 2000 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче йышăннă. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăхне çутта кăлараканĕн И.Я.Яковлевăн çуралнă кунĕнче Чăваш чĕлхин кунне уявлатпăр. Ăна Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн 1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн палăртатпăр. Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ те асра тытмалли самант — çак кун Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ. Чăваш патшалăх Гербĕн, Ялавĕн, Гимнĕн кунне ЧР Президенчĕн Н.В.Федоровăн 2004 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче йышăннă Указĕпе килĕшÿллĕн паллă тăватпăр.

Çапах та чăвашсен чи пысăк уявĕ вăл — Республика кунĕ. Ăна Чăваш Республикин 2000 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче йышăннă «ЧР патшалăх уявĕ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн çул сиктермесĕр уявлатпăр. Çак уяв республикăра пурăнакансемшĕн çеç мар, ытти çĕрте йăва çавăрнă ентешĕмĕрсемшĕн чăн-чăн паллă самант пулса тăнă. Пĕлтĕртен пуçласа ăна Чăваш Республикинче çеç мар, регионсенче те анлăн паллă тума пуçларĕç. Акă 2007 çулта çак куна Мускаври, Оренбургри, Красноярскри, Томскри тата ытти çĕрти ентешсем уявланă.

Тулли савăнăçпа пухăнаççĕ Шупашкарта иртекен «Раççей çăл куçĕсем» фестивале. Фестиваль чăвашсен тĕп хулинче çуралнă. Вăл çулленех чăвашсен чи паллă уявĕнче иртет.

Республика кунне епле уявлани пурне те тивĕçтермест. Акă пĕлтĕр çак уява республика тулашĕнчен чăваш культура наци пĕрлешĕвĕсемпе обществисен, центрĕсен хастарĕсем, чăваш фольклор ансамблĕсем — пĕтĕмпе 200 çын ытла — Чăваш наци конгресĕ йыхравланипе килнĕ. Вĕсене официаллă мероприятисене хутшăнтарман. Паллах, вĕсене çакă кÿрентернĕ. Хăшĕ-пĕри кăçал уява чĕнсен те килесшĕн мар.

ЧНК фончĕн директорĕ Валерий Лукьянов ЧНК президиумĕн ларăвĕнче 30 çул каялла республика Акатуйне ирттернине, Берендей вăрманĕн лапамĕнче пин-пин çынлă хор чăваш халăх юррисене шăрантарнине, унта смотр-конкурс йĕркелесе районсенчи пултарулăх коллективĕсене лауреат ятне панине аса илнĕ. «Çакăн евĕрлĕ хавхаланăва районсенчи чăвашсем питĕ кĕтеççĕ»,— тенĕ Валерий Николаевич.

Пĕтĕм тĕнчери чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсне республика тулашĕнчен килнĕ ентешсен пĕрлехи пухăвĕнче те çак кăлтăксем пирки калаçнă.

Самар чăвашĕ Николай Давыдов Чăваш Республики кунне хатĕрленес тĕлĕшпе чăвашлăх юхăмне хутшăнакансен йышĕнче ятарлă йĕркелÿ комитечĕ тума сĕннĕ. Мускаври чăваш культура центрĕн хастарĕ Анатолий Волков хăш-пĕр халăхăн çавăн пек комитетсем пуррине аса илтернĕ. Саратов облаçĕнчи наци культура автономийĕн председателĕ Василий Якушов республика кунĕ пек уявсене хăш-пĕр республика майлă темиçе куна тăсма сĕннĕ.

Республикăра паллă уява хатĕрленес енĕпе влаç тытăмĕнче йĕркелÿ комитечĕ пур. Апла кирлех-ши тепри?

— Кирлĕ,— тенĕ Николай Давыдов. — Çĕнĕ комитет Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çумĕнчине хирĕçлекенĕ пулмĕ, пулăшĕ çеç.

Пухура Чăваш Республикин кунне ЧНК енчен ирттерме хатĕрленес енĕпе ĕçлекен «Уяв» форум туса хума йышăннă. Унăн йышне республика тулашĕнчи чăваш наци культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисене, Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ президентне Атнер Хусанкая, «Хыпар» издательство çурчĕн генеральнăй директорне-тĕп редакторне Алексей Леонтьева, Федор Мадуров ÿнерçĕпе Виталий Станьял ăсчаха тата ыттисене кĕртнĕ. Йĕркелÿ комитечĕн пуçлăхĕ пулма Чăваш наци конгресĕн ĕçтăвком председательне Константин Портнова çирĕплетрĕç. Пуху комитечĕ ĕç планне те пăхса тухнă, Чăваш уявне П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче тата унăн умĕнчи лапамра çĕртме уйăхĕн 22—24-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика