12 апреля 2008 г.
Гепатита (пĕвер шыççине) СПИДпа танлаштараççĕ. Чăнах та, ку чирсем пĕр евĕр йывăр, анчах гепатитăн ереслĕхĕ 100 хут пысăкрах. Вируслă гепатитăн тĕрлĕ тĕсне латин алфавитĕнчи А, В, С, Д, Е, F, G, TTV тата ытти саспаллисемпе палăртма йышăннă. Çак чир пĕвере сиен кÿрет. Чирлĕ çыннăн сылтăм аяк пĕрчинчен аяларах ыратни, пĕвер пысăкланни, куçпа ÿт сарăхни, ÿт температури 38 градус таран ÿсни, шăк тĕксĕмленни, хăйне туяслăх начар пулни палăрать. Енчен те çак паллăсене туйсан, тÿрех тухтăр патне васкамалла, юна тĕрĕслеттермелле.
Пур гепатитран та ытларах сарăлни — вируслă «В» гепатит. Унпа пирĕн çĕршывра 5 миллион çын чирлет. Чирĕн вирусĕ типнĕ юнра, тумтирте е уçă вырăнта 7 кун таран упранса юлать, вĕретсен те 30 минутран çеç вилет. «В» гепатитăн пĕртен-пĕр хуçи вăл — çын. Унăн вирусĕ юнпа, стерилизацилемен медицина хатĕрĕсем урлă, ар çыхăнăвне пула сывă çын организмне лекет. Чирлекенĕн шăл щеткипе, бритвипе, мунчалипе ыттисен усă курма юрамасть. Варти ачана та чир вирусĕ амăшĕ урлă лекес хăрушлăх пысăк.
«В» гепатит вирусĕ пĕвере лексен хăйне тÿрех «кăтартмасан» та пултарать. Çын сывлă-хĕпе аптрамасть, анчах хăй сисмесĕрех ыттисемшĕн чир ертекенĕ пулса тăрать.
Гепатит вăраххăн аталанса аркату ĕçне туса пырать: 10—15 çултан пĕвер циррозĕ е ракĕ пуçланать. Вăхăтра тата тĕрĕс сипленсен, тухтăр сĕнĕвĕсене шута илсе пăхăнса пурăнсан «В» гепатитран пĕтĕмпех сывалса çитме пулать. Хăш чухне вара ку чир чылай вăхăта тăсăлса пырать. Çакна специалистсем «хроническая форма» теççĕ. Хальхи вăхăтра гепатита хирĕç кĕрешсе профилактика тĕлĕшпе прививкăсем тăваççĕ. Ачана çуралсанах 12 сехетрен, уйăхран тата çур çултан прививка уколĕ лартаççĕ. Гепатитпа чирлĕ амăшĕнчен çут тĕнчене килнĕ пепкене тÿрех прививка тăваççĕ, каярахпа — пĕр, икĕ, вуникĕ уйăхран.
«Сывлăх» приоритетлă наци проекчĕпе районта гепатита хирĕç кĕрешсе 4085 ачапа çамрăка, 2789 çынна прививка тунă. Кăçал вара тепĕр 5000 çынна çак процедура кĕтет.
Источник: "Каçал Ен"