АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮТ ÇĔРШЫВ ПАСПОРЧĔ ÇĔНĔЛЛЕ

12 апреля 2008 г.

 

Массăллă информаци хатĕрĕсенче çĕнĕ йышши ют çĕр шыв паспорчĕсем парасси пирки тăтăшах калаçрĕç. Çакна вара Чăваш Республикинче 2008 çулхи пĕрремĕш кварталта ĕçе кĕртме пуçларĕç. Ют çĕр шыв паспортне илес текенсем те йышлă. Çĕнĕ йышши паспорт пирки тĕплĕнрех ыйтсе пĕлес тесе Раççей Федерацийĕн Миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн районти территори пункчĕн начальникĕпе Арина Вениаминовна Галкинапа тĕл пултăм.

— Арина Вениаминовна, çĕнĕ йышши ют çĕр шыв паспорчĕсемпе тивĕçтерме пуçлани мĕнпе çыхăннă?

— Çĕнĕ йышши паспортсемпе Раççейре 2007 çултах тивĕçтерме пуçланă. Малтанах Мускав, Питĕр, Калининград облаçĕсенче 100 пин паспорт панă. Кăçалтан ăна пурте илме пултараççĕ.

Раççей гражданинĕсем ют çĕр шыв паспорчĕпе чикĕ урлă каçнă чухне тĕрĕслев витĕр çăмăллăнах тухаççĕ. Вĕсене меллĕрех те. Анчах та, çакăнта тÿрех каласа хăварас килет, маларах илнĕ ют çĕр шыв паспорчĕсем те вăйрах.

— Çĕнĕ йышши паспорт мĕнпе уйрăлса тăрать-ха?

— Пĕтĕмĕшле илес пулсан пысăк улшăнусем çук. Титул страницине пластикран хатĕрлеççĕ, вăл хулăмрах. Тĕп уйрăмлăх — çĕнĕ паспортăн пĕр страницинче ятарлă микрочип пурри. Унта гражданин пирки пĕтĕм информацие кĕртеççĕ: тĕрлĕ тĕслĕ цифрăллă сăн ÿкерчĕк, хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, хăçан çурални, арлăха палăртни, паспорт номерĕ, ăна хăçан пани тата хăçанччен усă курма юрани.

Паспортпа виза докуменчĕсене сыхлас тĕллевпе Раççей стандартне пăхăнса паспорт çине электро-цифрăллă майпа алă пусаççĕ.

Çавăн пекех Раççейре микрочипа информаципе тата пуянлатасшăн. Çитес вăхăтра унта куç, пит, алăсем пирки информаци кĕртме палăртаççĕ. Каласа хăвармалла, паспорта çĕнĕ йышши электроникăпа хатĕрленĕрен унпа ют çынсем пачах та усă курма пултараймаççĕ.

— Паспорт илес тесен мĕнле документсем кирлĕ?

— Чи малтанах районти миграци службин территори пунктне килмелле. Кунта мĕн кирлине веçех ăнлантарса параççĕ. Çĕнĕ йышши паспорт илес тесен çак документсем кирлĕ:

1. Палăртнă формăпа икĕ экземплярпа ыйтса çырни;

2. Патшалăх пошлинине тÿленĕ квитанци (1000 тенкĕ);

3. 3,5x4,5 см виçеллĕ икĕ сăн ÿкерчĕк;

4. Çар билечĕ, çар тивĕçне пурнăçланă паллă пулмалла е çар комиссариатĕнчен справка (18—27 çулхи арçынсем валли);

5. РФ гражданинĕн паспорчĕ. 2, 3, 5, 17, 19-мĕш страницăсен ксерокопийĕ.

6. Ĕç кĕнекин ксерокопийĕ.

Енчен те 18 çул тултарман ача валли ют çĕр шыв паспорчĕ илес тесен çак документсем пулмалла:

1. 18 çул тултарман ача валли палăртнă формăпа икĕ экземплярпа ыйтса çырни;

2. Патшалăх пошлинине тÿленĕ квитанци:

— 14 çул тултарман ачана — 500 тенкĕ;

— 14—18 çултисене — 1000 тенкĕ.

3. 3,5x4,5 см виçеллĕ икĕ сăн ÿкерчĕк;

4. Çурални çинчен ĕнентерекен хут, унăн ксерокопийĕ, унпа пĕрлех ача Раççей гражданинĕ пулнине ĕнентерекен хут (14 çул тултарманнисене);

5. Çурални çинчен ĕнентеркен хут, паспорт, вĕсен ксерокопийĕсем (14 çултан иртнисене);

6. Ашшĕн е амăшĕн, опекунăн е попечителĕн РФ паспорчĕ, 2, 3, 5, 17, 19-мĕш страницăсен ксерокопийĕ.

7. Опекун пулнине ĕнентерекен документ, унăн ксерокопийĕ.

Ют çĕр шыв паспорчĕсене пĕр уйăхра хатĕрлесе параççĕ. Çĕнĕ йышши ют çĕр шыв паспорчĕсене Шупашкарта хатĕрлеççĕ. Ыйтусем пулсан килĕр, ăнлантарса парăпăр. Ĕç графикĕ палăртнă йĕркепех. Тунтикун, юнкун, эрнекун эпир граждансене 14 сехетрен пуçласа 20 сехетчен, ытларикунпа кĕçнерникун 10 сехетрен 15 сехетчен йышăнатпăр. Канмалли кунсем графикпа черетленсе пыраççĕ. Уйăхăн 1, 3 эрнинче — шăматкунпа вырсарни кун, 2, 4 эрнинче вырсарникунпа тунтикун канатпăр. Шăматкун 10 сехетрен пуçласа 14 сехетчен ĕçлетпĕр. Çак графика хамăр çирĕплетмен, Чăваш Республикин миграци службин управленийĕн хушăвне пăхăнатпăр. Çавна май граждансене графикпа килĕшÿллĕн килме ыйтатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика