12 апреля 2008 г.
Тукай Мишерĕнче обществăлла совет çулталăк каялла çеç туса хунă. Апла пулин те кĕске вăхăтрах вăл сумлă ĕçсемпе палăрнă. Иртнĕ çулла 50 ытла ача Шупашкар тата Хусан хулисенче экскурсире пулнă. Кăçал та ку совет тăрăшнипех вырăнти вăтам шкул 100 пин ытла тенкĕлĕх спорт инвентарĕпе пуянланнă. Ял урамĕсене те 5 километр чухлĕ вак чул сарса хытарнă.
«Ял малашлăхĕ, аталанăвĕ пире хумхантарать. Енчен те халăх пĕрле пуçтарăнса калаçсан çĕнĕ шухăшсем, тĕллевсем палăраççĕ. Асăннă совет ку енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ вăй пулса тăмалла»,— тет совет председателĕ Агзям Халимович Шакиров. Вĕсен тĕллевĕ чăннипех те пысăк. Совет активĕнче ялти пултаруллă 20 çын. Нумаях пулмасть вĕсем çул çитмен тăлăх ачасем çине тимлĕх уйăрма тытăннă, парнесемпе те, укçан та пулăшнă.
Тукай Мишер ялĕ ача çураласлăх енĕпе районта çеç мар, республикăра та палăрса тăрать. Чылай çĕрте çураласлăх чакнă вăхăтра кунта ÿсет. Çавăнпа та шкул çурчĕ те тăвăрланнă. 150 вĕренекен валли тунăскерте, 300 яхăн ача пĕлÿ илет. Вĕсем 2 сменăпа вĕренеççĕ. Совета ку ыйту та канăç памасть. Шкула тата 30—40 вырăн ÿстерме май паракан проект хатĕр. Тукай Мишерĕнче ача сачĕ те çук. Вăл ыйтăва та совет куç хупса ирттермест. Хăйсем мĕнле ĕç тунине тата малашнехи тĕллевсене халăха пĕлтерсех тăраççĕ. Ку енĕпе уйăхне икĕ хутчен хаçат кăлараççĕ. «Халăх пирĕн обществăлла совет ялшăн, çынсемшĕн ĕçлеме пултарнине ĕненет, шанать. Çавăнпа та сăмахпа та, ĕçпе те пулăшма хатĕр. Хамăр тăрăшсан яла илемлĕрех, тасарах, тирпейлĕрех тума пултарăпăр»,— тет А.Шакиров.
Источник: "Каçал Ен"