09 апреля 2008 г.
2008 çулхи пĕрремĕш кварталта пурĕ 86 ача çут тĕнчене килнĕ. Апрель уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне тата 6 ача çуралнă. Патшалăх пулăшу пани те витĕм кÿрет паллах. Тĕслĕхрен, 36 ача — çемьери пĕрремĕш пепкесем, 33-шĕ — иккĕмĕш, 17-шĕ — виççĕмĕш е ытларах ача.
Мăшăрланакансем те чылайăн. Апрелĕн 8-мĕшĕ тĕлне 68 мăшăр çемье çавăрнă. Унпа пĕрлех арканакан çемьесем те пур çав. Кăçал 17 мăшăр уйрăлнине регистрациленĕ, 7 ашшĕ хăйсен ятне çирĕплетнĕ. Вилекенсен шучĕ ÿсни вара чăнах та пăшăрхантарать. Кăçал 101 çын пурнăçран уйрăлнă.
Малашне çуралакансен йышĕ татах та ÿсессе шанатпăр. Ача çуралнине регистрацилеме кăмăллăрах.
Источник: "Каçал Ен"