АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НАМĂСА ÇУХАТНĂСКЕР

05 апреля 2008 г.

 

Хырхĕрри ялĕнче пурăнакан 43 çулхи Александр Пожеданов «çуттине» юратарах парать çав. Декабрĕн 22-мĕшĕнче вăл юлта-шĕсемпе пĕрле пĕр кĕленче эрех пушатнă, анчах вĕсемшĕн ку сахал пулнă. Ялти лавккасенчен пĕринче сутуçă кивçенле пама ки-лĕшмен. Хайхи А.Пожеданов кулленхи таварсем сутакан райпо лавккине çитнĕ.

Тавар туянма хатĕрленнĕ И.Степанова, укçа енчĕкне уçнăскер, тăрăшсах сутуçăпа калаçнă, хăйне кирлĕ япалисене тинкернĕ. Çак самантпа усă курса, кукăр алăллă çын учителĕн енчĕкĕнчен 450 тенкĕ кăларса илет. Лешĕ илнĕ таваршăн тÿлес тесе тăрать çеç — укçа çук.

Вăрă лавккаран тухса кайма та ĕлкĕрнĕ иккен. Çак вăхăтра вăл малтанхи вырăна çитсе эрех тата çыртмалли туянать, унтан килелле вĕçтерет.

Укçа çухални çинчен И.Степанова тÿрех милицие шăнкăравлать. Шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсемпе пĕрле Пожедановсен килĕнче пулать. Кил хуçи вăрланă укçаран 350 тенкине кăларса тыттарать. Хăйĕн айăпне те йышăнать. Ачисене шкулта пĕлÿ паракан учителе малашне мĕнлерех куçпа пăхĕ-ши вăл? Намăса, чыса çухатнă А.Пожеданова суд йышăнăвĕпе 2500 тенкĕ штраф тÿлеттермелле тунă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика