05 апреля 2008 г.
Районти тĕп библиотекăна çĕнĕ кĕнекесем килсех тăраççĕ. Кашниех унта хăйне интереслентерекен литературăпа паллашма пултарать. Чăвашла вулама юратакансене Г.Красновăн «Хĕрлĕ тюльпан» кĕнекине сĕнме пултаратпăр. Кĕнекере «Тинĕсре тупнă çĕрĕ», «Паскаль виçкĕтеслĕхĕ» тата «Хĕрлĕ тюльпан» повеçсем кĕнĕ. Унти персонажсен кăмăл-туйăмĕ, ĕмĕчĕ-шухăшĕ хальхи вулакансене илĕртет, вĕсене пурнăç çулĕпе тĕрĕс утăм тума вĕрентет. Повеçсене вуласа камран тĕслĕх илмелли пур.
«Ăраскал» ят панă хăйĕн черетлĕ кĕнекине Юхма Мишши. Унта промышленноç тракторĕсем тăвакан заводра малтанхи кунран пуçласа ĕçленĕ çынсен малашнехи ăраскалĕ çинчен çырса кăтартнă.
«Çĕнĕ ятсем уçатпăр» кĕнекере республикăри литература ăмăртăвĕсенче мала тухнă çамрăк авторсен хайлавĕсем кун çути курнă. Ку — виççĕмĕш кăларăм. Унтах литераторсен автобиографийĕпе те паллашма пулать.
Юрлама юратакансемшĕн Н.Маслова пухса хатĕрленĕ «Юрă пултăр парне» кĕнеке чăн-чăн парне вырăннех пулĕ.
Е.И.Сергееван «Учитесь вышивать по-чувашски» издани тĕрлеме юратакансемшĕн паха. Халăх ремеслине тытса пыракан çынсен автобиографийĕпе те паллашма пулать. Тĕрлĕ иллюстрацисемпе илемлетнĕ. Вĕсем çине пăхсан чăваш халăхĕн ал ăсталăхĕ яр-уççăн курăнса тăрать.
«Чувашская кухня. Чăваш апат-çимĕçĕ» кĕнекене те пирĕн пата илсе килчĕç. Унта вĕри, сивĕ апат-çимĕç рецепчĕ нумай. Аш-какайран, пулăран, сиплĕ ÿсентăранран çимелли тата ĕçмелли япаласем мĕнле хатĕрлемеллине ăнлантарса панă. Ÿкерчĕксем çинчи тутлăн курăнакан апат-çимĕçе курсан, кашнинех ăна хатĕрлес туйăм çуралĕ.
«Чăваш чĕлхи: аваллăхран малашлăха» изданин иккĕмĕш кĕнекинче Н.А.Резюков профессор ĕçĕ-хĕлĕпе, Н.И.Ашмаринăн 17 томлă словарĕ пирки те çĕннине нумай пĕлме пултаратпăр. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сотрудникĕсем Е.И.Батченкопа Г.Ф.Юмарт, И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн ăсчахĕсем В.И.Сергеевпа О.Р. Студенцов, педагогика университечĕн профессорĕ Н.П.Петров, пултаруллă писатель тата куçаруçă Е.Н.Лисина хăйсен статйисенче чĕлхе тĕпчевĕн аталанăвне яр-уççăн çырса кăтартнă.
П.Д.Заломновăн «Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены» кĕнекипе искусствăна юратакансем кăмăлласа паллашасса шанас килет. Паянхи кун театр мĕнле пурăнать? Ĕçĕ-хĕлĕ епле? Çакă тата нумай-нумай ыйту çине хурав тупма май пулĕ.
Библиотекăра хапăлласа кĕтетпĕр.
Источник: "Каçал Ен"