05 апреля 2008 г.
Пасарта сутă тăвакансем нумайăн. Темĕн те туянма ыйтать. Халăх та лăк туллиех, кĕшĕлтетет анчах. Çуркунне çитнĕ май ял халăхĕ те хăйĕн продукцине сĕнет. Хăшĕ пахчаçимĕçпе, тепри вăрăсемпе сутă тăвать. Вăрлăхне килтех хатĕрленĕ курăнать. Унпа пĕрлех тĕрлĕ фирмăсен вăрлăхĕсене сутакансем те йышлăн. Хăшĕ кăмăла каять, çавна туянма пултаратăн. Чи малтанах хаксемпе паллашни вырăнлă. Ара, пĕр çĕртех хакĕ тĕрлĕрен. Вăрă сортран та килет-ши; Анчах пасарта сорт ятне улăштарма та пулать. Чи лайăххи тесе çеç тăр. Хаксемпе интересленес тесе пасара çитсе куртăм... Кашниех хăйĕн таварне сĕнет, йÿнетсе пама та хирĕç мар. Тĕслĕхрен, выльăх кăшманĕн вăрлăхĕшĕн вăтамран 1 литрлă савăтшăн 60—35 тенкĕ кăларса хумалла. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр — 20—30 тенкĕ (30 грамм) тăрать. Кишĕр хакĕ те тĕрлĕрен. Вăтамран 30 грамлă черккешĕн 20—25 тенкĕ тÿлемелле. Укроп вăрри 20—30 тенкĕ (30 грамм). Лартма сухан (севок) туянас текенсем те йышлă. Сутуçăсем ăна михĕсемпе илсе тухнă. 1 литрлă савăта 50—60 тенкĕпе туянма ыйтаççĕ. Лартма суханĕ те тĕрлĕрен: вĕтти, вăтамми тата шултрараххи. Севок вăрри те пур. 25 грамлă черккешĕн 25—40 тенкĕ кăларса хумалла. Кишĕре 11—12 тенкĕпе сĕнеççĕ. Пуçлă сухана 17—18 тенкĕпе туянма пулать. Анчах та пĕр сутуçăн та тараса пуррине курмарăм. Пурте: «Кунта 1 килограмм, 30 грамм, 25 грамм”,— теççĕ. Те тĕрĕсех калаççĕ е кăштах лартаççĕ.
Фирмăсен вăрлăхне сутакансен те хакĕ тĕрлĕрен. Кунта хитре пакетсем илĕртеççĕ. Суйлама та кăмăллăрах пек. Пĕчĕк пакетри купăста вăрришĕн вăтамран 4—15 тенкĕ, кишĕршĕн 3—7 тенкĕ, хĕрлĕ кăшманшăн — 5—10, хăяршăн 7—25 тенкĕ тÿлемелле. Чечек вăррисем те нумай, суйла кăна.
Хаксемпе интересленнĕ май лавккана та çитсе куртăм. Унта 1 килограмм хĕрлĕ чĕкентĕр вăрлăхĕ — 360 тенкĕ, кишĕр — 333 тенкĕ, вылăх кăшманĕ 230 тенкĕ тăрать.
Ял çынни вăрлăх сутса та пулин тупăш курасшăн. Çавăнпах ĕнтĕ пасара тухать. Килти хуçалăхра лартса çитĕнтернĕ тухăçа кĕркунне е çуркунне сутать. Кĕркунне хакĕ йÿнĕрех, хĕл каçарсан — хакланать. Паянхи кун ялта 1 килограмм çĕр улмине 8—9 тенкĕпе туянаççĕ. Лартма сухан хакĕ — 48—55 тенкĕ. Çитĕнтернĕ тухăçа сутса ялта пурăнакан вăрăсем акать, тепĕр тухăç ÿстерет. Çапла пурăнать ял çынни.
Источник: "Каçал Ен"