АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔЛŸ ШАЙĔ ПЫСĂК

05 апреля 2008 г.

 

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи ăста педагогсенчен пĕри — Людмила Гурьевна Галкина. 1994 çултанпа вăл ачасене тарăн пĕлÿ парас ĕçре тăрăшать. Чи малтанах Кĕçĕн Каçалта ĕçленĕ. 2005 çултанпа 1-мĕш вăтам шкулта ĕçе пикеннĕ. Вĕренекенсене вăл экономика тата географи предмечĕсене алла илме пулăшать. Ачасем те Людмила Гурьевна урокĕсене чунтан кăмăллаççĕ. Унăн урокĕсенче пушă ларакан çук тесен те йăнăш пулмĕ. Мĕншĕн тесен ăста вĕрентекен уроксене кăсăклă ирттерет. Кроссвордсемпе, тĕрлĕ викторинăсемпе урока пуянлатать. Компьютерпа та çăмăллăнах ĕçлет. Çавна май ăслă техникăпа тăтăшах усă курать. Контур карттин фрагменчĕсене те вĕсем компьютерпа хатĕрлеççĕ. Тăрăшни сая каймасть. Унăн вĕренекенĕсем районта иртекен олимпиадăсенче те палăрма ĕлкĕрнĕ. Ачасен тавракурăмне аталантарас тесе вĕрентекен тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме те ÿркенмест. Шкулта тăтăшах предмет эрнелĕхĕсем, конкурссем, викторинăсем иртеççĕ. Уявсене халалланă программа та яланах мероприятисемпе пуян. Педагог уçă уроксене çÿллĕ шайра йĕркелет. Пултаруллă вĕрентекен хăйĕн ăсталăхне ÿстерме те вăхăт тупать. Районта иртекен конкурссене хутшăнать, ыттисен паха опычĕпе паллашать. Акă, кăçал вăл “Самый классный классный” конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ.

Пултаруллă та маттур хĕр-арăма ĕçтешĕсем чунтан хисеплеççĕ. Вăл яланах ăшă кăмăллă та тарават пулнине, йывăр вăхăтра ырă канашсемпе пулăшма пултарнине çирĕплетеççĕ.

Людмила Гурьевнăна вара мĕн пĕчĕкрен учитель профессийĕ кăмăла кайнă. Вăл хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Г.А.Шалина пек пулма ĕмĕтленнĕ. Ачасене тарăн пĕлÿ пама пултарнишĕн савăнать. Кашни урока тĕплĕн хатĕрленет, çĕнĕ технологисемпе усă курма тăрăшать. Паянхи кун уттинчен юлмасăр шав малалла ăнтăлать. Çĕннине алла илесси — тĕп тĕллев.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика