АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇРЕ ХĂРУШЛĂХ АН ПУЛТĂР

05 апреля 2008 г.

 

ЧР Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин приказĕпе килĕшÿллĕн, кăçалхи апрелĕн 1—20-мĕшĕсене Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунĕ ячĕпе республикăра ĕç сыхлавĕн уйăхлăхне ирттерме йышăннă. Унăн тĕллевĕ — ĕç паракансемпе ĕçлекенсене ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсем çине ытларах тимлĕх уйăрма хавхалантарасси, суранланассипе професси чирĕсенчен асăрханасси, организацисенче ку енĕпе пурнăçланă паха опытпа паллашасси.

Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне апрелĕн 28-мĕшĕнче тĕнчери 100 ытла çĕршывра паллă тăваççĕ.

Ĕç вăхăтĕнче пулнă инкек — пысăк проблема. Çавăнпа та общественноçăн та кун çине ытларах тимлĕх уйăрмалла. Çак шухăша пĕлтересшĕн Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне палăртса. Шел пулин те, тĕнчере ĕç вăхăтĕнче сусăрланассин, вилессин шайĕ пысăк.

1996 çултанпа ирĕклĕ профсоюзăн пĕтĕм тĕнчери конфедерацийĕ ĕç вăхăтĕнче аманнă, вилнĕ рабочисене асăнмалли куна ирттерет. 2008 çулхи çак кун «Манăн пурнăç, манăн хăрушсăр ĕç» девизпа иртет.

Республикăри уйăхлăхра тĕрлĕ шайра 145 мероприяти ирттерме палăртнă, çав шутра ку ĕç пирĕн районта та пулĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика