АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СИРĔН ĔÇĔР КУРĂМЛĂ

05 апреля 2008 г.

 

1918 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче вырăнти çар управленийĕн органĕсене туса хунă. Çамрăк совет патшалăхĕн малтанхи çулĕсенче йĕркеленнĕскер, çĕнĕ çара аталантарас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçланă. Çул çитнĕ çамрăксене салтак пулма хатĕрлес, вĕсене çара йыхравлас енĕпе питĕ нумай ĕç туса ирттернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнă.

Пирĕн çар ĕç комиссариачĕ района туса хурсан, 1939 çулта, ĕçлеме пуçланă. Вăл кивĕ çуртра вырнаçнă пулнă. 1981 çулта çеç çар ĕç комиссариачĕн çĕнĕ çуртне тума пуçланă, ăна 1982 çулта вĕçленĕ.

Районти пĕрремĕш çар ĕç комиссарĕ Николай Ефимович Авельев (3 рангри капитан) пулнă. Вăл 1939 çулхи май — 1943 çулхи сентябрь уйăхĕсенче ĕçленĕ. Ун хыççăн 1945 çулхи декабрьччен Илья Иванович Рыштаков майор тăрăшнă. Каярахпа Дмитрий Прокофьевич Муха аслă лейтенант (08.1945—12.1948 çулсем), Андрей Петрович Шаров подполковник (12.1948—07.1953 ç.ç.), Николай Максимович Даров майор (05.1953—02.1959 ç.ç.), Иван Андреевич Убоженко подполковник (02.1959—05.1961 ç.ç.), Георгий Михайлович Сорокин (05.1961—11.1962 ç.ç.) çар ĕç комиссарĕсенче ĕçленĕ. Ун хыççăн районти ялсем тĕрлĕ районсене пайланнă.

1965 çулта каллех района çĕнĕрен туса хунă. Малтан Василий Александрович Лопатин подполковник (05.1965—1969 ç.ç.), ытти çулсенче Сергей Андреевич Фильчаков майор (1969—1973 ç.ç.), Сергей Адамович Смык майор (08.1973—09.1975 ç.ç.) çар комиссариатне ертсе пынă.

Районта çар комиссарĕнче Николай Осипович Осипов майор (12.1975—12.1983 ç.ç.) нумай çул ĕçленĕ. Виктор Абрамович Тутов майор (12.1983—09.1986 ç.ç.), Геннадий Николаевич Максимов майор (09.1986—03.1987 ç.ç.), Михаил Сергеевич Сухов майор (03.1987—09.1988 ç.ç.), Нетфулла Айнуллович Хайруллов подполковник (11.1988—04.1995 ç.ç.), Владимир Витальевич Николаев подполковник (05.1995—24.06.1999 ç.ç.), Анатолий Гурьевич Максимов подполковник (2003 ç.), Сергей Гранатович Кузьмин подполковник (2003—01.2007 ç.ç.) юлашки çулсенче военком пулнă. Эпĕ çак ĕçре 2007 çултанпа. Паянхи кун комиссариатра 23 çын вăй хурать. Вăрттăнлăх пайĕн начальникĕ Л.И.Григорьева, 1-мĕш уйрăм начальникĕн çумĕ М.Г.Самарина, 2-мĕш уйрăм начальникĕн аслă помощникĕ В.И.Нестерова, Н.В.Батюкова хуралçă, А.В.Лазарев водитель хăйсене шанса панă ĕçре чылай çул тăрăшаççĕ.

Çар ĕç комиссариатĕнче нумай вăхăт А.И.Турханов, Г.И.Серебров, В.Н.Жукова, Г.П.Зайцева, А.М.Павлова тăрăшнă.

Çар ĕç комиссариачĕсен сотрудникĕсен ячĕпе ЧР çар ĕç комиссарĕ А.Макрушкин паянхи ĕçченсен, ветерансен ячĕпе салам янă. Вĕсене ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр суннă. Хăйсене шаннă тивĕçе кирлĕ пек пурнăçланăшăн тав тунă. Эпĕ те ун сăмахĕсем çумне хутшăнатăп. Сирĕн ĕçĕр курăмлă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика