АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПЫСĂК ХАВХАЛАНУПА ТĂРĂШАТПĂР

02 апреля 2008 г.

 

“Вĕрентÿ” наци проекчĕ — çын пурнăçĕн пахалăхне ÿстерме пулăшакан проектсенчен пĕри.

Çакă Чăваш Енре пурăнакансене лайăх пĕлÿ, кирлĕ пек воспитани илсе, ăс-хакăлпа ÿт-пÿ енчен ăнăçлă аталанса, çĕр шыва кирлĕ çын пулнине туйса малашлăхшăн ĕçлеме хистет. Вĕрентÿ тытăмĕн тĕп тĕллевĕ — çĕнĕ технологисемпе усă курса паха вĕренÿ тытăмĕ туса хурасси.

Пирĕн пуласлăх, пирĕн çитĕнÿсем çамрăк ăрăвăн вĕре-нĕвĕпе сывлăхĕнчен нумай килеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ юлашки çулсенче шкулта ĕçлекенсем çĕнĕрен çĕнĕ технологисене алла илеççĕ. Районти физика учителĕсен пĕрлешĕвĕ çак предмет урокĕсене çĕнĕлле йĕркелес тĕлĕшпе 14 çул ĕнтĕ методика фестивалĕсем ирттерет. Вĕсене кура ытти учительсем те çакăн евĕрлĕ ĕçе пуçăнчĕç. Физиксен ырă пуçарăвне пула районта тĕрлĕ предметпа наукăпа практика конференцийĕсем вăй илсе пыраççĕ. Хамăрăн опытпа эпир республикăри ĕçтешĕмĕрсене паллаштаратпăр. В.Ф.Григорьев (Хирти Явăш), В.Н.Петров (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Г.Н.Петров (Хырхĕрри) учительсем республикăри 19-мĕш фестивальте хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Çак тапхăрта педагогика проекчĕсен, методика материалĕсен конкурсĕсем пулса иртрĕç. Паллах, фестивале хутшăннă кашни вĕрентекен нумай çĕнĕлĕхпе паллашрĕ.

Пирĕн район учителĕсем тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕ ятне илчĕç. Пĕр тăван Вениаминпа Геннадий Петровсем хăйсем хатĕрленĕ педагогика проекчĕшĕн виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Кăмăл тăвакансем Вĕрентÿ институчĕн сайтне кĕрсе материалсемпе çывăхрах паллашма пултараççĕ.

Фестиваль иртнĕ вăхăтра тĕрлĕ урокра пулма тÿр килчĕ. Вĕсен пахалăхĕ çĕнĕ йышши технологисемпе усă курнăран çÿллĕ шайра пулчĕ тесе палăртас килет. Паллах, кашни учителĕн кабинетĕнче компьютер пулсан пирĕн ĕç татах курăмлă та пахалăхлă пулĕччĕ. Çĕмĕрле хулинче иртнĕ физикăпа математика урокĕсен фестивалĕ чăн-чăн уяв вырăннех пулчĕ. Çакăнтах малалла мĕнлерех ĕçлес пирки çĕнĕ шухăшсем çуралчĕç. Фестивальтен пысăк хавхаланупа, çутă ĕмĕтсемпе таврăнни тата тăрăшса ĕçлеме хистет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика