АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАЙĂК ТĔКĔПЕ, ÇЫН ĔÇĔПЕ ИЛЕМЛĔ

02 апреля 2008 г.

 

Кăçалтан культура сферинче ĕçлекенсем хăйсен професси кунне ятарласа паллă тума пуçларĕç. Çавна май çак профессие чунтан парăннă хамăр ялти çынсем пирки çырмасăр чун чăтмасть.

Çынсем тенĕ чух кашни çынах палăрмасть. Ĕçленĕ чух, калаçнă чух уйрăм çынсăр ĕç тухмасть. Паянхи калаçу та уйрăм çынсемшĕн хускалнă. Сăлтавĕ паллă — професси уявĕ.

Сăмах Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан, культура сферинче нумай çул тăрăшакан Ванюркинсем çинчен пулĕ. Валерăн ĕç стажĕ — 24 çул, Галинăн вара — 23 çул...

1984 çулта Валерий Кивĕ Сĕнтĕрти культура çуртне ĕçлеме вырнаçать. Пултаруллă, уçă саслă çамрăка, 1—2 çул ĕçлесен, Çĕрпÿри культура училищине вĕренме яраççĕ. Унта вăл Красноармайски районĕнчен килнĕ Галинăпа паллашать. Çамрăксем пĕр-пĕрне килĕштереççĕ. Вĕренсе тухас умĕн çемье çавăраççĕ. Çапла вара 1987 çулта культура çуртĕнче иккĕшĕ пĕрле ĕçлеме пуçлаççĕ. Валерий — директор, Галина — илемлĕх ертÿçи. Мĕн паянхи кунчченех пĕрле тăрăшаççĕ. «Кайăк тĕкĕпе хитре, çын — ĕçĕпе»,— тенĕ ваттисем. Чăнах та çапла пурнăçра. Валерăпа Галинăна пĕлмен çын та сахал пуль. Валерий ăста солист, уçă та янăравлă саслă. Вăл тĕрлĕ юрă фестивалĕсемпе конкурссен лауреачĕ, республикăра та пĕрре çеç мар район чысне хÿтĕленĕ. Пушă алăпа мар, дипломсемпе, Хисеп грамотисемпе таврăннă. Районти смотрсене тата шутласа та пĕтерес çук: «Патăрьел хĕлĕ», «Кĕтне кĕввисем», «Хăй тĕллĕн вĕреннĕ юрăçсем», «Огонек». Районта иртекен культура мероприяти-йĕсенче, акатуйсенче, уявсенче çак солист хăйĕн уçă та хăватлă сассипе пысăк хорпа пĕрле юрлать.

Раççейри паллă эстрада çăлтăрĕсен репертуарĕнчи юрăсене те юрăçсенчен кая мар алла илеççĕ мăшăрĕпе иккĕшĕ. «Будь или не будь», «Шарманка» илтĕнсе кайсан Николай Басков (В.Ванюркин), Алла Пугачевăпа Максим Галкин (арăмĕпе упăшки Ванюркинсем) тухса тăнă тейĕн.

Культура центрĕнче пулакан мероприятисене çÿллĕ шайра ирттерессишĕн сахал мар тăрăшаççĕ ĕçченсем. Вĕсем час-часах çамрăксем, халăх хушшинче тĕрлĕрен калаçусем ирттереççĕ. Районти ытти клубсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Галина Анатольевна ертсе пыракан клуб çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕ нумай фестивале хутшăнса малтисен ретне кĕнĕ.

Çакна та калас килет. Кивĕ Сĕнтĕрти культура çурчĕ 1993—1995 çулсенчех районта чи ла-йăх культура çурчĕ ятне çĕнсе илнĕ. Республикăри Культура министерствин дипломне тивĕçнĕ. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ пулин те паянхи кун та çак культура çурчĕ районта лайăххисен шутĕнче. Культура пайĕн ĕçченĕсем тата Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Волков вĕсем пирки ыррине çеç калаççĕ. Кашни уяврах концертсем, спектакльсем, конкурссем иртеççĕ. Чылай мероприятие ялтисемсĕр пуçне Александровка ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсемпе пĕрле ирттереççĕ, халăх канăвне интереслĕ йĕркелесшĕн тăрăшаççĕ.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Туслă çемьере 4 ача çитĕнет пулсан, иккĕшĕ вара ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайнă. Асли Людмила Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче 3-мĕш курсра вĕренет. Менеджер профессине алла илет. Иккĕмĕш хĕрĕ Надежда, ачаранах юрлама юратаканскер, культура училищинче юрăç профессине туптать.

Кĕçĕннисем Хырай Ĕнел шкулĕнче ăс пухаççĕ. Эпир, Кивĕ Сĕнтĕрте пурăнакансем, Ванюркинсене иртнĕ професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Вăрăм ĕмĕр тата нумай çул çак ĕçре ĕçлеме, ял халăхне савăнтарма ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр. Ялта çакăн пек пултаруллă, хăйсен ĕçне тивĕçлипе юратакан талантлă çынсем пур чухне, ял культури пĕтместех тесе шутлатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика