АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УНИВЕРСИТЕТ ОЛИМПИАДĂНА ЧĔНЕТ

02 апреля 2008 г.

 

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ялсенчи пултаруллă, вĕренме тăрăшакан ачасене пулăшас енĕпе нумай çул пысăк ĕçсем тăвать. Çак тĕллевпех вунă çул ытла Улатăрпа Канашра тата Патăрьелĕнче университетăн филиалĕсем, ытти районсенче представительствосем (маларах – лицейсем) ĕçлеççĕ. Вĕсем пурте университет ректорĕ Л.П.Кураков академик пуçарнипе тата вăл вырăнсенчи влаç ертÿçисемпе килĕшÿ тунипе уçăлнă, хальхи вăхăтра ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Комсомольскинчи представительствăн профиллĕ (лицей) класĕсенче халĕ районти 16 ялтан килнĕ 39 ача тăрăшса вĕренет. Вĕренекенсенчен нумайăшĕ районти тĕрлĕ предметсемпе ирттерекен олимпиадăсенче яланах малти вырăнсене йышăнать. Вĕсен шутĕнче кăçал та Даша Тихонова 4 предметпа I-мĕш вырăн, Дима Воробьев 5 предметпа, Сергей Шурбин, Анна Краснова 4 предметпа I-II-мĕш вырăнсем, Оля Воробьева, Эльвира Вахитова, Настя Микенина, Екатерина Митюкова, Алена Морозова, Фаина Филиппова икшер предметпа, Андрей Тихонов, Роман Кудрявцев тата Ирина Такмакова пĕр предметпа малти вырăнсем йышăннă. Кашни эрнерех иккĕмĕш шкулти лицей вĕренекенĕсем патне университет вĕрентекенĕсем килсе çÿреççĕ, ачасен пĕлĕвне ÿстерме пулăшаççĕ. Вĕсен шу-тĕнче — химипе Н.И.Кольцов профессор, физикăпа А.А. Васильев, биологипе Е.М.Лузикова, обществознанипе А.Н.Евдокимова доцентсем, историпе В.Б.Ласточкин, математикăпа Л.В.Шоркина аслă преподавательсем тата ыттисем. Лицей класне пĕтерекен ачасен 90 е ытларах проценчĕ университета бюджет шучĕпе вĕренме кĕрет, пĕлтĕр те 21 ачаран 17-шĕ унтах çав майпа вĕренме пуçларĕ, ыттисем – аслă пĕлÿ паракан ытти шкулсенче. Бюджет шучĕпе вĕренме кĕни кашни çемьенех 150—200 пин тен-кĕлĕх пулăшу кÿрет. Сăмах май каласан, районти нумай çемьерен 2—3 ача лицей класĕсене пĕтерсе университета вĕренме кĕрет. Вĕсен шутĕнче — Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи Никитинсен, Кироври Григорьевсен, Чĕчкенри Мезитовсен, Урмаелĕнчи Зейнутдиновсен, Тукайри Шурбинсен, Хырхĕрринчи Вахитовсен, Дубовкăри Тихоновсен тата ыттисем те. Кăçал Никитинсен виççĕмĕш ачи лицей класне вĕренсе пĕтерет. Шурбинсен виççĕмĕш ачи Сергей, Вахитовсен виççĕмĕш хĕрачи Эльвира 10-мĕш класра вĕренеççĕ, аслисем хыççăн вĕсем те университета вĕренме кайма шутлаççĕ.

Çак ĕмĕте пурнăçлама университетпа район администрацийĕ кашни çулах ятарлă çĕнĕ килĕшÿ туни те пулăшать. Кăçал та, яланхиллех, лицей класĕсенче вĕренме илес енĕпе йышăну комиссийĕ районти 9-мĕш классенче олимпиада ирттерет. Вăл пирĕн шкулта апрелĕн 13-мĕшĕнче 11 сехетре пуçланать. Кăмăлĕ пулсан ачасем суйласа илсе хăйсен пĕлĕвне икĕ енĕпе тĕрĕслесе пăхма пултараççĕ, çырса математикăпа физика е вырăс чĕлхипе Раççей историйĕ ыйтăвĕсемпе экзамен тытас пулать. Лайăхрах хатĕрленес тесен шăпах каникул вăхăтĕнче пирĕн шкула маларах пырса пĕлтĕрхи олимпиада задачисене, тĕрĕслев ĕçĕсене 75 тенкĕпе туянма пулать.

Олимпиадăна хутшăнакан ачасен ятарлă заявлени çырмалла, вĕсен паспорт е шкултан çирĕплетсе панă сăнÿкерчĕклĕ справка пулмалла. Пирĕн шкул дирекцийĕ кашни çулах олимпиадăна йĕркеллĕ ирттерет, ачасене вăл кун пĕр хут вĕри апат çитеретпĕр, экзаменсенче ла-йăх условисем туса пама тăрăшатпăр.

Олимпиадăна университет вĕрентекенĕсем ирттереççĕ, унтах илсе кайса тĕрĕслеççĕ. Вĕсен канмалли кун килсе кайнин тăкакĕсене тата вак таварсемпе хут-кăранташ хакĕсене саплаштарма олимпиадăна тÿлевлĕ ирттерме йышăннă. Пĕтĕм ыйтусене пирĕн пата кашни кунах 8—17 сехетсенче пырса тата 5-10-38, 5-12-21 телефонсемпе шăнкăравласа татса пама пулать. Килĕр, шăнкăравлăр, эпир сире хаваспах кĕтетпĕр, пулăшат пăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика