АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АКАНА ПАХАЛĂХЛĂ ИРТЕРЕСЧĔ

02 апреля 2008 г.

 

Хĕл ыйхăран вăранчĕ. Унпа пĕрлех хресченĕн те ĕç йышлансах пырать. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче çурхи ака-суха ĕçĕсене хутшăнакан техникăна юсаççĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем янтăлаççĕ, вăрлăхсене кирлĕ кондицие çитереççĕ, минераллă удобренисем турттараççĕ... Ĕçрен ÿркенмен ял çынни тăрăшать-ха, хăйне тăрантаракан çĕрпех ĕçлесшĕн. Çав вăхăтрах хресчене çуракинче кирлĕ япаласемпе суту тăвакансем те çывăрмаççĕ. Хăйсен таварĕсен хакне хăпартсах яраççĕ. Çĕре акса хăварас тесе ял çынни пурпĕрех юлашки ук-çине кăларса хурасса, кивçене кĕрессе пĕлсех тăраççĕ.

Йывăрлăхсене татса парас тĕлĕшпе мĕнле утăмсем тумалла; Виçĕмçулхипе танлаштарсан пĕлтĕр мĕнле кăтартусемпе ĕçленĕ; Çакă тата нумай-нумай ыйтăва хускатрĕç районти агрономсен конференцийĕнче. Вăл вĕренÿ евĕрлĕ иртрĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Ун ĕçне ăсчахсем, республикăри тĕрлĕ фирмăсен представителĕсем хутшăнни çакна çирĕплетет. Пĕлтĕр те, яланхи пекех, ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн çул çăмăл килмен. Çанталăка пула, малтан палăртнă (прогноз тунă) чухлĕ уй-хир продукцийĕ туса илеймен. Çавăнпа укçа-тенкĕ те çухалнă. Апла пулин те хуçалăхсем услам виçĕмçулхинчен чылай ытларах илнĕ. Пĕртен-пĕр «Изамбаево» ял хуçалăх кооперативĕ çеç çулталăка 1 миллион тенкĕ тăкакпа вĕçленĕ. «Слава картофелю» агрофирма 29,8 миллион, «Урожай» колхоз 9,4 миллион, «Восток» ял хуçалăх кооперативĕ 8,1 миллион тенкĕ таса тупăш илнĕ.

Техника туянас енĕпе те чылай вăй хунă. Пĕлтĕр 68 миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçал та тĕллевсем пысăк.

Патшалăх та пулăшу уйăрать. Çĕнĕ йышши пахалăхлă вăрлăх, ăратлă выльăх-чĕрлĕх, минераллă удобренисем туяннăшăн, çĕр пулăхлăхне лайăхлатнăшăн дотаци уйăраççĕ. Çакă тата ытти ыйтусем çинче ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.Киргизов чарăнса тăчĕ.

Пусăçаврăнăшне тытса пымалла. Вăрлăхсене имçамласа акмалла. Çакă тырă тухăçне 30 процент таран ÿстерме май парать. Нумай çул ÿсекен курăксемпе те ĕçлемелле. Сидератлă культурăсем çинчен те манса каймалла мар. Хуçалăхсенче тислĕк нумай. Вĕсене хире кăларас енĕпе тăкак нумай пулин те, тухăçпа хăйсен хакне ытлашшипех татаççĕ. Çак шухăшсене палăртрĕ ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ И.Минетуллин. Çавăн пекех кăçал акмалли-лартмалли лаптăксен виçисем тата ытти тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.

Вăрлăх пахалăхĕ, репродукцийĕ, сортлăхĕ пирки вăрлăх инспекцийĕн начальникĕ Н.Чернова пăшăрханса пĕлтерчĕ. Шел пулин те, вăрлăхсемпе пур çĕрте те лайăх ĕçлеççĕ теме çук. Документаци йĕркелесси те кирлĕ шайра мар. Надежда Васильевна агрономсене вăл ĕçсене хăвăртлатма ыйтрĕ.

Агрономсене канăçсăрлантаракан чылай ыйту пулчĕ.

ЧР Президенчĕ Н.Федоров кăçал ытти çулсенче усăсăр выртнă çĕрсене акса хăварма çирĕп хушнă.

— Пирĕн районта ун пек çĕрсем питĕ нумай тесе калаймăн. Анчах та пур-ха. Вĕсемпе усă курмалла. Ку енĕпе кирлĕ утăмсем тумалла,— палăртрĕ район пуçлăхĕ Г.Волков.

Кĕçех хирсенче трактор-машина сассисем ытларах та ытларах илтĕнме пуçлĕç. Унччен вара ĕçлесе çитерейменнине, кăлтăксене пĕтермелле. Çак шухăшпа вĕçленчĕ конференци.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика