29 марта 2008 г.
Раççей саккунĕсемпе килĕшÿллĕн наркотик хутăшĕсемпе çыхăннă мĕн пур ыйтăва патшалăх тĕрĕслесе тăрать. Пирĕн çĕршывра федерацин 1998 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче кăларнă «Наркотик хатĕрĕсем тата психотроплă хутăшсем çинчен» саккунĕ вăйра тăрать. Унăн статйисем патшалăхăн наркотиксемпе усă курассипе çыхăннă позицине, наркотик хатĕрĕсене сарассине тĕрĕслесе тăмалли йĕркене, наркотик тыткăнне лекнĕ çынсене пулăшассине палăртаççĕ. 40-мĕш статьяра çапла çирĕплетнĕ: «Раççей Федерацийĕнче врач палăртмасăр наркотик хатĕрĕсемпе усă курма юрамасть». Апла тăк çын медицинăпа çыхăнман тĕллевпе наркотикпа усă курсан саккуна хи-рĕçле утăм тăвать.
Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 25 сыпăкĕнче (вăл «Халăх сывлăхне тата общество кăмăл-сипетне хирĕçле преступленисем» ятлă) наркотиксемпе çыхăннă ĕçсемшĕн явап тыттармалли темиçе статья пур.
Тĕслĕхрен, наркотик хатĕрĕсене, психотроплă хутăшсене е вĕсен аналогĕсене саккуна пăсса туяннăшăн, упранăшăн, илсе çÿренĕшĕн, хатĕрленĕшĕн РФ УК 228 статйипе виçĕ çуллăхах ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Пысăк виçепе çыхăннă çавнашкал ĕçсемшĕн — 1 миллион тенкĕлĕх штрафласа е штрафламасăр 4—20 çул таран.
Пирĕн çĕршывра уголовлă яваплăх 16 çултан пуçланать. Анчах уйрăмах йывăр преступленисемшĕн, çав шутра наркотик хатĕрĕсене е психотроплă хутăшсене вăрланăшăн тата ирĕксĕрлесе илнĕшĕн уголовлă яваплăх палăртакан 229 статьяпа 14 çулти ачасене те явап тыттараççĕ.
Кунта çакна асра тытни вырăнлă: саккун представителĕ çын тумтирĕн кĕсйинче, хваттерĕнче тата ытти çĕрте тупнă наркотиксен пĕчĕк виçи те айăплине тытса чармалли сăлтав пулса тăрать. Ачана ятарлă шута илеççĕ, вĕренÿ учрежденине, ашшĕ-амăшне пĕлтереççĕ.
Çавна май наркотиксемпе çыхланманнинчен лайăххи нимĕн те çук. Унсăрăн çыннăн саккуна пăснине кура явап тытма тиветех.
Источник: "Каçал Ен"