29 марта 2008 г.
РФ Çемье кодексĕпе килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачисемшĕн яваплă. Вĕсен çул çитмен ачисене тĕрĕс воспитани парса ÿстермелле. Анчах та çакна пурте пăхăнасшăн мар. Прокуратура ĕçченĕсем ачисене алимент тÿлеменнисене тĕрĕсленĕ. Акă, В.Волкова, 1971 çулта çуралнăскер, хăйĕн пепкисене пăхмасть. Унăн 8 ача, улттăшне пăхма амăшĕн прависĕр хăварнă пулнă. Халĕ тата пĕлтĕр çеç кун çути курнă хĕрне те пăхма ирĕк çук. Çавна май В.Волковăна уйăхсерен 800 тенкĕ алимент тÿлеттерме йышăннă. Анчах та вăл каланине хăлхана та чикмен. Паянхи кунччен те алимент тÿлемест, хăй те ĕç тупас тесе тăрăшмасть. Ун енĕпе административлă йĕркене пăснăшăн производство ĕçĕ пуçланă.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче тата тăватă ĕç пуçарнă. Алимент тÿлемен ашшĕ-амăшĕн явап тытма тиветех. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Борисов 2001 çултанпах хĕрĕсене алимент тÿлемест. Приговорпа килĕшÿллĕн С.Борисовăн ĕçе вырнаçмалла. 8 уйăхра унăн ĕç укçинчен 5 процентне патшалăх кассине тытса юлаççĕ. Унпа пĕрлех суд приставĕсем халиччен пуçтарăннă алимент парăмне те шыраса илеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"