АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУРИН ТЕ ДИСПАНСЕРИЗАЦИ ВИТĔР ТУХМАЛЛА

29 марта 2008 г.

 

РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Татьяна Голикова 2008 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче “2008—2009 çулсенче ĕçлекен граждансене хушма диспансеризаци тăвасси пирки” хушăва алă пуснă.

Хушма диспансеризаци витĕр пур сферăра ĕçлекен çынсен тухмалла. Çак тĕллевпе уйăракан укçа-тенкĕ тăкакне те ÿстернĕ, тĕслĕхрен, малтан вăл 540 тенкĕпе, 2007 çулта 974 тенкĕпе танлашнă пулсан, кăçал — 1042 тенкĕ.

Диспансеризаци витĕр тухнă чухне терапевт, акушер-гинеколог, невролог, уролог, хирург, офтальмолог, эндокринолог патĕнче тĕрĕсленмелле. Лабораторипе функциональнăй тĕрĕслевсем витĕр те тухмалла. Вĕсен шутне çаксем кĕреççĕ: юн, шăк анализĕсем, юнра холестерин, сахăр шайне тĕрĕслени, электрокардиографи, флюорографи (2 çулта пĕрре), маммографи (40 çултан иртсен 2 çулта пĕрре) тумалла.

Унпа пĕрлех чире тупса палăртас, профилактика тăвас енĕпе диспансеризаци вăхăтĕнче юна тата тĕплĕнрех тĕрĕслеççĕ, арçынсемпе хĕрарăмсене онкомаркер текен тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика