30 марта 2008 г.
«Комсомольское» культурăпа кану центрĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитрĕ. Кунта çÿрекенсем хушшинче тĕрлĕ професси çыннисем пур, хăшĕ-пĕри тивĕçлĕ канăва та тухнă. Апла пулин те вĕсем юрă-кĕвĕпе туслашма вăхăт тупаççĕ. Хăйсен уçă сассипе, пултарулăхĕпе район çыннисене кăна мар, ун тулашĕнчи ялсене çитсе те халăха савăнтараççĕ. Ансамбле чылайранпа Альбина Кокшина ăнăçлă ертсе пырать.
«Çурхи ритмсем» ятпа иртнĕ концерта пăхма зал тулли çын пуçтарăнчĕ. Уяв программине «Кубняночка» трио юррисем, «Островок» ача-пăча ушкăнĕн ташшисем илем кÿчĕç. Куракансене Зарина, Е.Гордеева, Иринăпа Радислав Басниковсем, Р.Краснова шăрантарнă юрăсем тыткăна илчĕç. Залра тăвăллăн алă çупни вăрахчен илтĕнсе тăчĕ.
Çакăн пек чаплă концерт ирттерме Канашри «Сортсемовощ» предприяти директорĕ Н.В.Иванов спонсорла пулăшу панине палăртма уйрăмах кăмăллă.
«Аякран концерт лартма килекен артистсенчен пирĕннисем пĕрре те кая мар»,— теççĕ район çыннисем. Юрă-кĕвĕ чуна уçать, пурăнма хавхалантарать. Çурхи хавас кăмăл парнеленĕшĕн куракансем сцена çинчисене ăшă сăмахсемпе тав турĕç.