АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Денис Гордеев: "Кашни йĕрке - тăван çĕр халалĕ"

01 июня 2018 г.

Чăваш халăх çыравçин, ентешĕн, Денис Гордеевăн çемйинче кăçал - юбилей çулталăкĕ. Хастар прозаик, сăвăç, тăлмачă, журналист çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче хăйĕн 80 çулхи сумлă юбилейне, çавăн пекех унăн хĕрĕ, сăвăç, ỹнер ăсти тата журналист Светлана Денисовна 50 çул, паллă тума тулли кĕрекере пуçтарăнаççĕ.

Ентешĕмĕрсен паллă кунĕсене халалласа майăн 25-мĕшĕнче К.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче "Кашни йĕрке - тăван çĕр халалĕ" курав уçăлнă. Асăннă музейăн ертỹçи Ирина Оленкина хăнасене экспозицисемпе тата литераторсен творчествăри ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă.

- Вĕсем, Денис Викторовичпа Светлана Денисовна, вулакансемпе час-часах тĕл пулаççĕ. Музейра иртекен литература каçĕсенчен нихăçан та юлмаççĕ, - терĕ ертỹçĕ.

Денис Гордеев - Комсомольски районĕн хастар ывăлĕ. Вăл 1938 çулта Асанкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Хĕрĕ, Светлана та, ашшĕн çул-йĕрĕпе утнă. Творчествăри пуçарулăха шăпах Тăван çĕршывра, унăн пуян культурипе йăли-йĕркинче шырамалла та. Куравăн ятне те ахальтен кăна паман.

Денис ача чухнех çыравçă пулас ĕмĕт-тĕллевпе пурăннă. Ун пирки вăл 9 çулта чухнех асăннă пулнă. Хĕрпĕрчи пирки калас пулсан, вăл вара литература каçалăкĕ пирки аса та илмен. Чиперкке пĕчĕк чухнех ỹкерме юратнă, çавна май художник пулас ĕмĕтпе пурăннă. Ача чухне ашшĕпе вăрманта уçăлса çỹренисем те, паллах, хăйĕн ĕçне тунă пулинех... Паянхи кун хĕрарăм ỹнер ĕçĕпе филолог тивĕçĕсене пĕрле хутăштарса ăнăçу хыççăн ăнăçу тăвать - кĕнеке çырать, ỹкерет.

Денис Гордеев - пилĕк роман авторĕ. Унсăр пуçне вăл шăрçаланă 30 повеçпе 150 яхăн калава та халăх юратса вулать. Прозаик çырнă произведенисем вулаканăн чунне пырса тивеççĕ. Светлана хĕрĕ вара ытларах вырăсла сăвăсем çырать, çав шутра ачасем валли те.

- Унăн сăввисемпе паллашнă хыççăн ирĕксĕрех шухăш авăрне путатăн, çутçанталăк илемĕн ытамне çакланатăн, - теççĕ вулакансем. Курава икĕ авторăн кĕнекисемпе пултарулăх ĕçĕсене, сăнỹкерчĕксемпе докуменчĕсене тăратнă. Иккĕшĕн çулĕсене пĕрле илес пулсан, вĕсем халĕ - 130 çулта.

Чăваш Республикин культурăпа архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Елена Чернова юбиляра министр ятĕнчен чăваш литературине пуянлатма пулăшнăшăн тата унти хастарлăхшăн Тав хучĕ парса чысланă. Чăваш Енри Профессиллĕ çыравçăсен союзĕн Тав хутне вара Геннадий Максимов панă май: "Денис Гордеевăн тивĕçĕ литературăра кăна мар, журналистикăра та", - тесе çирĕплетнĕ. Çавăн пекех паллă ентешĕмĕре çак кун Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн, Чăваш наци библиотекин, Чăваш наци музейĕн представителĕсем тата ыттисем те ăшшăн саламласа Тав хучĕсем парса чысланă.

Гордеевсен уяв куравне пĕрле тăрăшнă ĕçтешĕсем те килнĕ. Геннадий Кириллов артист, Сергей Павлов (Вэскер) литератор, Альбина Юрату поэтăмăрăн иртнĕ кунĕсене аса илнĕ. Юрий Артемьевпа Атнер Хузангай та çак куравра Гордеевсен творчествине пысăк хак панă.

Уяв, паллах, савăнăçлă юрă-ташăсăр та иртмен. Ăна татах та илемлĕ сăн кĕртекенĕ Клара Осокина ертсе пыракан "Тарават" ушкăн пулнă.

Литературăпа искусство ĕçченĕсем çак кун Гордеевсем ячĕпе чылай ырă сăмах каланă, вĕсен ĕçĕсене кирлĕ хак панă. К.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче вырнаçнă курав çулталăк вĕçлениччен пырать, çавна май унта студентсемпе шкул ачисем пĕрре мар çитсе курĕç. Ĕçченсем хатĕрленĕ мастер-классене хутшăнса ăсталăхĕсене татах та туптĕç, экспозицисемпе паллашĕç.

А.ИСАЕВА хатĕрленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика