АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирург ĕçĕ йывăр та яваплă

01 июня 2018 г.

- Пирĕн больницăра хăйсен ĕçне чунтан парăннă врачсем нумай. Владислав Викторович вара чи пултаруллисенчен, чи маттуррисенчен пĕри, - теççĕ районти тĕп больницăра вăй хуракансем.

Чăнах та, Владислав Максимов хирурга пĕлмен çын районта сахал. Пурте ăна врач ăсталăхĕшĕн, ырă кăмăлĕшĕн, эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплеме пĕлнĕшĕн хисеплеççĕ.

В. Максимов 1953 çулта Йĕпреç районĕнче çуралса ỹснĕ. Нумай ачаллă çемьере чи кĕçĕнни пулнă вăл. Пĕчĕк чухне ытти ачасем пекех такам та пулма ĕмĕтленнĕ, çапах та çитĕннĕçемĕн хăйĕн пурнăçне врач профессийĕпе çыхăнтарма шутланă. Унăн пиччĕшĕ врач, аппăшĕсем медсестрара ĕçлени те çакăн çине витĕм кỹнĕ пулĕ.

Вĕреннĕ чухнех пултарулăхпа палăрнă каччă хирургие суйласа илнĕ. Медицинăн çак енĕ ăна питĕ яваплă пулнипе илĕртнĕ, Владислав çынсен пурнăçĕсене çăлма ĕмĕтленнĕ. Хăйĕн ĕмĕчĕ патне талпăнма хăнăхнăскер, 1977 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăн Комсомольскинчи район больницинче ĕçлеме пикеннĕ. Хирургăн кашни кунĕ хăйне евĕр иртет. Паянхи кун мĕнле пуласса нихăçан та палăртса хума çук. Мĕнле чирпе аптăранă çынсене сиплеме тивĕ - маларах калаймăн.

Хирургăн кунсерен чи хăрушă ыйтăва хурав пама тивет - чирлĕ çын сывалайĕ-и, пурăнайĕ-и? Анчах кунта тухтăртан çеç мар, çыннăн организмĕнчен те чылай килет.

Владислав Викторович, ытти хирургсем пекех, пурнăçпа вилĕмĕн чиккинче тăрать. Ахаль аппендицит та йывăр сиен патне илсе пыма пултарать-çке.

Больницăра пилĕк çул ĕçленĕ хыççăн Владислав Максимова, ĕçре хăйне ырă енчен çеç кăтартнине кура, хирурги уйрăмĕн заведующине лартнă.

1999 çулта пултаруллă хирург "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" ята тивĕçнĕ. Ăна Чăваш Ен тата Раççей шайĕнчи грамотăсемпе наградăланă. Вăл - аслă категориллĕ врач, Максимовсен династине тăсаканĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç династийĕ 298 çулпа танлашать. Акă, Владислав Викторовичăн ывăлĕ Эдуард та ашшĕн çулне суйласа илнĕ. Вăл районти тĕп больницăра 1999 çултанпа хирургра ĕçлет. Унăн мăшăрĕ Галина вара - ультрасасă диагностикин врачĕ. Максимовсен тухтăрсен династийĕнче - вунă çын.

- Паллах, пирĕн ĕç питĕ йывăр та яваплă. Çапах çынсен пурнăçне çăлма пултарни пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн уйрăмран сывалса тухакансем ăшă сăмахпа тав туни вара чи пахи, - тет хăйĕн ĕçне чунтан кăмăллакан Владислав Викторович.

Н.МЕДВЕДЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика