01 июня 2018 г.
"Чăваш Республикинче тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен" калакан саккун çинчен пĕрре мар илтнĕччĕ. Унпа çынсем усă курнине те пĕлетĕп. Анчах та хамăра пăшăрхантаракан тĕрлĕ ыйтупа кирек епле адвокатран та пулăшу илме май пур-и?
МАРИНА Л.
Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин представителĕсем хуравлаççĕ: - Мĕнле ыйтусемпе тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассине "Чăваш Республикинче тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен" саккунĕнче палăртнă. Вĕсен шутне çурт-йĕрпе, çĕрпе, алиментсем шыраса илессипе, ашшĕ-амăшĕ кам пулнине çирĕплетессипе, социаллă пулăшу парассипе, гражданин ĕçсĕр пулнине çирĕплетессипе, ĕçсĕрлĕхе пула пособипе тивĕçтерессипе çыхăннă тата ыттисем те кĕреççĕ. Анчах та, тĕслĕхрен, потребительсен прависене хỹтĕлессипе çыхăннă сферăра, коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтупа çеç тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕпе усă курма май пур. Çавăн пекех Чăваш Республикин çỹлерех асăннă саккунĕнче страховани компанийĕсемпе сиксе тухнă тавлашусемпе, уголовлă ĕçсемпе тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ паманнине палăртнă. Асăннă ыйтупа Чăваш Республикин Юстици министерствинче, çак адреспа: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çуртра е 8(8352)64-20-72 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлме пулать.
Источник: "Каçал Ен"