АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеп туни ылтăн-кĕмĕлрен те хаклăрах

25 мая 2018 г.

Николай Васильевич Григорьев Комсомоль- ски ялĕнче пурăнать. Яш чух, юн вĕренĕ тапхăрта, вăл пĕр кун та ĕçсĕр ларса ирттермен. Яланах çемье çителĕклĕ пурăнтăр тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр тар тăкнă, çав вăхăтрах мăшăрĕпе ача-пăча çитĕнтернĕ. Тăхăр теçетке çула çитнĕ пулин те вăл вăр-вар та маттур, çирĕп вăй-халлă.

- Çын пурнăçĕ - çемье телейĕнче, - тет сумлă ватă. - Çавăнпа та унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшни - пысăк чыспа сум.

Майăн 22-мĕшĕнче Коля тетен пысăк çемйи кил хуçи 90 çул тултарнине паллă тума кĕрекене ларчĕ. Ачисемпе мăнукĕсем, мăнмăнукĕсем тата çывăх тăванĕсем, çавăн пекех район администрацийĕн представителĕсем те юбиляра чĕререн тухакан ырă сăмахсем каласа ăшшăн саламларĕç. Аслă юлташне "Пограничниксен тăванлăхĕ" обществăлла организаци пайташĕсем те манмаççĕ. Çак кун республикăри организацин правленийĕн председателĕ Анатолий Шорников, Комсомольски уйрăмĕн ертỹçи Геннадий Филиппов, Анатолий Терентьев, Николай Юманов, Александр Тихоновпа Леонид Казаков Николай Васильевича юбилейпе саламлама çитрĕç. Вĕсем ăна "100-летие Пограничным войскам", "Дети войны" медальсем тата асăнмалăх парнесем парса чысларĕç, вăрăм кун-çулпа ырлăх-сывлăх сунчĕç. Техĕмлĕ чей ĕçнĕ май сĕтел хушшинче ăшă та кăмăллă калаçу юхрĕ те юхрĕ. Ветеран хăйне хисеп тунăшăн чунтан савăнчĕ, çамрăксене чĕререн тав турĕ.

Николай Григорьев Анат Тимĕрчкасси ялĕнчи вăтам хресчен çемйинче кун çути курнă. Ачалăхĕ унăн çăмăлах килмен. Кулян ашшĕне, Ваçлей тетене, кулак тесе тĕрмене яраççĕ. Тепĕр икĕ çултан арçын ача амăшĕн хỹттисĕр те тăрса юлать. Тăлăхскер Липовка ялĕнче вырнаçнă сĕтел-пукан тăвакан цеха вĕренме вырнаçать, каярах унтах ĕçлеме пуçлать. Арçын ача 13 çулта чухне çĕршывра Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать.

- Хаяр вăрçă çулĕсем нихăçан та асăмран тухмĕç. Ун чухне çимелли çук, тумланасси пирки калама та кирлĕ мар. Курăк çисе ỹсрĕмĕр ĕнтĕ.... Эпир курнине эсир ан курăр, - тет сумлă ватă, иртнĕ кунĕсене аса илнĕçем.

1948 çулта каччăна Хĕрлĕ Çара кайма хут параççĕ. Казахстанпа Китай чиккине вăл виçĕ çул сыхланă.

- Эпĕ Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăнхи 1-мĕш призывпа çара лекрĕм. Яланах сыхă тăнă, тимлĕхе нихăçан та çухатман, - тет Николай Васильевич.

Салтак аттине хывнă хыççăн йĕкĕт тỹрех Мускава çул тытать.

- Тăван тăрăхра мана кĕтекен никам та çукчĕ. Пурнăç вара малаллах пырать. Çемье çавăрма та укçи-тенки кирлĕ-çке. Çавна май хам чун суйланă профессипех ĕçе вырнаçрăм. Свердлов ячĕллĕ сĕтел-пукан фабрикинче каскалаканра тăрăшнă тапхăрта Таисия ятлă хĕрпе паллашса çемье çавăрма ĕлкĕртĕм. Алăри ачапа вара яла таврăнтăмăр, - иртнĕ вăхăчĕсене куçĕ умне кăларать Николай Григорьев.

Тăван тăрăхĕнче вăл Çĕнĕ Мăратри артельте ĕçлеме пикенет. Анчах та çемье кунта нумаях пурăнмасть, мăшăр тепĕр çулах Комсомольскине куçса килет.

Çав вăхăтрах мăшăрĕпе, Таисия Васильевнăпа, ача-пăча çитĕнтереççĕ. Шел пулин те, пурнăçăн саккунĕ унăн хăйĕн çав... Николай Васильевичпа Таисия Васильевнăн чĕрисем витĕр те вăхăтĕнче, тен, хĕç тухнă пуль...

- Мăшăрăмпа 62 çул пĕрле килĕштерсе пурăнатпăр. Пурнăçра тĕрлĕ самант пулать пуль, пĕр-пĕрне ăнланни умри йывăрлăхсене çĕнме пулăшать. Ачасем пирки сăмах пуçлас пулсан, хальхи вăхăтра ултă ачаран иккĕшĕ çеç пирĕнпе юнашар. Ывăлăмсемпе хĕрĕмсене ытла ир çухатрăмăр. Пĕрисем чире пула çут тĕнчерен уйрăлчĕç пулсан, йĕкĕреш хĕрĕмсем, Надеждăпа Рая, путса вилчĕç, - куççульленчĕ Таиç аппа.

Паянхи кун Григорьевсем Людмилăпа Лариса хĕрĕсемпе чунтан савăнаççĕ. Куç тулли икĕ мăнукĕ те ватăсем пирки манмаççĕ, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче кун кунлаççĕ пулин те кукашшĕпе кукамăшĕ патне час-часах килсе çỹреççĕ, пултарнă таран пулăшма тăрăшаççĕ.

Эпир те Николай Григорьевпа унăн çемйине çутă ĕмĕтсемпе малалла та хастаррăн утăмлама çирĕп сывлăхпа пĕрлех мĕнпур ыррине кăна сунатпăр.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика