25 мая 2018 г.
Ача чухне эпир кашни эрнере библиотекăна утаттăмăр, çĕнĕ кĕнеке илсе килмен-ши? Тен, интереслĕ журналăн çĕнĕ номерĕ çитнĕ? Вулав çуртĕнчен çын татăлмастчĕ, ачи-пăчи, ватти-çамрăкки, вăйпитти çынсем - нумайăшĕ библиотекăна çỹренĕ. Паян компьютер, Интернет тапхăрĕ вăй илет пулин те хаçат-журналпа туслă çынсем пулнă, пур, пулаççĕ те. Çакăн пирки районти тĕп библиотекăра тăрăшакан ĕçченсем те çирĕплетеççĕ. Акă, Вера Горбунова, Валентина Боровкова, Елена Васильева вулавăшра чылай çул ĕçленĕрен кашни вулакана сăнран пĕлеççĕ. Кам мĕнле литература вулама кăмăлланине те лайăх чухлаççĕ.
- Паянхи куна библиотекăра кĕнеке тусĕсем 2905 çын. Вĕсенчен чылайăшĕ вара кĕнекепе икĕ-виçĕ çул мар, 20-50 çул туслă. Вулакансенчен чи асли - Комсомольскинче пурăнакан Ревокат Прохорович Моисеев. Вăл библиотека фондĕнчи чылай кĕнекепе паллашма ĕлкĕрнĕ. Çĕнĕ изданисене чи малтан алла илет, - терĕ Валентина Георгиев- на.
Библиотекарьсем шаннă ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсем тăтăшах тĕрлĕ тĕлпулусем, конкурссем йĕркелеççĕ. Ĕçченсен тĕллевĕ - вулакансемпе çывăхрах паллашасси тата пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"