25 мая 2018 г.
Май уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра тĕнчери Пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕ иртет. Çак пулăм тĕнчипех пысăк пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах экономикăпа бизнес сферăра ĕçлекенсемшĕн.
ПМЭФ-2018 çулхи пулăма Чăваш Республикинчен сумлă делегаци кайнă, регион Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, республикăри вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕçлекен ертỹçĕсем çула тухнă. Çакăн пекех делегаци йышне федераци шайĕнчи "Эсĕ - предприниматель" çамрăксен программин членĕсем кĕнĕ.
Михаил Игнатьев форум ĕçĕнче ĕçлĕ тĕлпулусене хутшăнать. Федерацин влаç пайĕнче тăрăшакан ертỹçĕсемпе, организацисен пуçлăхĕсемпе уçă калаçусем иртеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"