АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чикĕ хуралçисен ячĕпе - авточупу

25 мая 2018 г.

1918 çулхи майăн 28-мĕ-шĕнче Халăх Комиссарĕсен Совечĕн председателĕ Владимир Ленин РСФСР чикĕ хуралне туса хуни çинчен калакан декрета алă пусса çирĕплетнĕ.

Шăпах çак кун ĕнтĕ симĕс карттуслă салтаксен професси уявĕ пулса тăнă та ĕнтĕ. Унтанпа 100 çул иртрĕ. Кăçал та вĕсем хăйсем пĕр ĕмĕр тултарнине анлăн паллă турĕç. Раççей пограничникĕсем çак паллă куна халалласа авточупу йĕркеленĕ.

Майăн 9-мĕшĕнче акцие хутшăннă симĕс карттус тăхăннă ветерансем Салехард хулинче автомашинăсем çине ларса, ялавсем çĕклесе Раççейĕн тĕрлĕ хулисене çул тытнă. Майăн 24-мĕшĕнче эстафетăна Чăваш Енри пограничниксем Елчĕк район чиккинче савăнăçлă лару-тăрура йышăнчĕç. Унта республикăри организацин правленийĕн председателĕ Анатолий Шорников, Комсомольскинчи уйрăмĕн ертỹçипе унăн çумĕ Геннадий Филипповпа Анатолий Терентьев тата ытти ветеран-пограничниксем те хутшăнчĕç. Районти Мухтав монуменчĕпе чикĕ хуралçисене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексемпе кăшăл хунă хыççăн вĕсем кăнтăр енчи ытти районсене çитĕç. Авточупăва хутшăннисем майăн 28-мĕшĕнче Раççейĕн тĕп хулинчи пограничниксен музейне ялава парнелĕç.

Тĕплĕнрех çитес номерте.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика