АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке - чи хаклă парне

25 мая 2018 г.

Кĕçĕн Каçал ял библиотекин кĕнеке фончĕ çынсем парнеленĕ кĕнекесене пула чылай пуянланать. Уйрăмах тавра пĕлỹ содержаниллĕ кĕнекесем паха.

Нумаях пулмасть пирĕн ентеш, поэт, таврапĕлỹçĕ, ача-пăча писателĕ Лев Кадкин Кĕçĕн Каçал ял, районти тĕп тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн библиотекисен фондне хăйĕн "Сказание о людях деревни моей" кĕнекисемпе тата "Догорающая свеча" сăввисен пуххисемпе пуянлатрĕ.

Поэт 1937 çулта Кĕçĕн Каçал ялĕнче çуралнă. Халĕ Шупашкарта пурăнать. Вăл мĕн ачаран поэзипе интересленнĕ, Пушкинăн, Есенинăн сăввисемпе поэмисене вуласа киленнĕ. Каярахпа хăй те алла калем тытнă.

Лев Кириллович - 4 кĕнеке авторĕ. Унăн кĕнекисем 2009 тата 2015 çулсенче "Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи лайăх вуланакан кĕнеке" республика конкурсĕнче "Чи лайăх вуланакан ача-пăча кĕнеки" номинацире çĕнтернĕ.

Хăйĕн "Сказание о людях деревни моей" кĕнекинче автор Кĕçĕн Каçал ялĕн историйĕпе паллаштарать. Унта архив докуменчĕсен сыпăкĕсем - "Красный маяк" колхоза мĕнле пуçарса яни çинчен калакан хутсем, хуçалăх кĕнекисен списокĕсем, ялтан тухнă паллă çынсем çинчен çырнисем тата ытти те - кĕнĕ. Кĕнеке пирĕн район çыннисемшĕн çеç мар, тĕпчев ĕçĕпе интересленекенсемшĕн те питĕ паха. Поэзие юратакансем вара "Догорающая свеча" сăвăсен пуххипе паллашма хапăл пулĕç.

Н.МЕДВЕДЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика