25 мая 2018 г.
Çак хурт-кăпшанкă апрельтен пуçласа сентябрь уйăхĕчченех çыртса тарăхтарать. Анчах та чи хăрушă тапхăр - май тата июнь уйăхĕсем. Çак вăхăтра вĕсем уйрăмах çăткăн, усал. Вăл вăрманта çеç мар, пахчара ĕçленĕ чухне те тапăнма пултарать. Тепĕр чухне çын çывхарнине туйса йывăç çинчен сиксе ỹкет, хăйĕн тĕллевне пурнăçлама темиçе метр вĕçме те пултарать. Ỹт-пĕве çирĕппĕн кĕрсе ларать, çыртмалли вырăн шырать. Ку ĕç виçĕ сехете тăсăлма пултарать. Эсир ăна çак вăхăтра асăрхарăр пулсан хăрушлăха сирме май пур. Ỹте çыртнă чухне ыратнине сисмелле мар ятарлă шĕвек кăларать вăл. Çавна май çын нимĕн те туймасть. Хурт-кăпшанкă чĕрчун тата çын шăршине лайăх туять, вĕсене кĕтсе урисене тăсать. Унăн малти ури çинче шăршă пĕлекен орган пур.
Сăвăс энцефаличĕ (пуç мимин шыççи), иксодлă сăвăс боррелиозĕ (лайма чирĕ) унран сарăлать. Çавăнпа та хамăр ал айĕнчи япаласемпе хỹтĕленес пулать:
- вăрмана кайнă чухне пуçа капюшон тăхăнмалла;
- кĕпене, свитера шăлавар ăшне çавăрса чикмелле, шăлавар вĕçне атă кунчине, кĕпе çаннисене тỹмелемелле;
- çи-пуç пĕр тĕслĕ пулни лайăх, ун пек чухне сăвăса асăрхама çăмăлрах;
-хурт-кăпшанка хăратакан препаратсемпе усă курма юрать.
Унпа ỹте мар, тумтире сир-пĕтмелле. Сăвăс ỹт-пĕве кĕрсе ларчĕ пулсан ăна çуллă япалапа сĕрмелле, сăмсине амантмасăр сехет йĕппине хирĕçле çавăрса кăлармалла. Сиенленнĕ вырăна йод сĕрмелле. Унăн сăмсине амантма, лапчăтма юрамасть. Вăл ỹтрех юлсан чир шала каять. Ăна килти условисенче кăларма май килмесен медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтмалла.
Кăçал Чăваш Енри 130 çын вĕсенчен шар курнипе тухтăрсем патне пынă. 1/4 пайĕ - ачасем.
Больницăна ытларах Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем пынă. Паразитсем хула çыннисене вăрманта çеç мар, пахчара та шар кăтартнă.
"Сăвăс энцефалитĕнчен вакцина пур. Çавăнпа туристсене, вăрмана е хăрушлăх кăларса тăратакан вырăна каякансене сăвăсран прививка тутарма сĕнетпĕр. Пирĕн республикăра сăвăс боррелиозне кăна регистрациленĕ. Хальччен çулталăкра 6-10 хут тĕл пулнă. Энцефалит тупса палăртман", - каласа кăтартнă Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертỹçи Надежда Луговская.
Источник: "Каçал Ен"