25 мая 2018 г.
- "Пĕр çын утать - йĕр хăварать, халăх утать - çул пулать", "Пĕр çын сурать - типсе пырать, халăх сурать - кỹлĕ пулать" каларăшсенче философин шутран пахалăха куçакан саккунĕ палăрать. "Сĕрĕмсĕр тĕтĕм тухмасть", "Шĕшкĕ авмасăр мăйăр татаймастăн" каларăшсенче вара сăнавпа пĕтĕмлетỹ саккунĕн ăнлавне курма пулать, - тет философи наукисен докторĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн философи тата наука методологийĕн кафедрин профессорĕ Василий Федотов академик.
Районти Кĕçĕн Каçал ялĕнче кун çути курнă Василий Артемьевич Федотов - 12 кĕнеке авторĕ. "Этносăн йĕрке-тирпей йăли-йĕркисем тĕрĕк халăхĕсен фольклорĕнче обществăра палăрни" доктор ĕçĕ ман умри алăксене уçрĕ пулмалла, - тет философ.
Василий Федотовăн ачалăхĕ пачах та çăмăл килмен. Ашшĕнчен пĕчĕклех тăлăха юлнăскере амăшĕ, Анастасия Михайловна, пĕчченех ура çине тăратнă. Темле йывăр пулсан та чăтнă вăл, ывăлне аслă пĕлỹ парас тесе колхозра ырми-канми тăрăшнă.
- Аннен çутă сăнарĕ яланах куçăм умĕнче. Унăн философийĕ питĕ çирĕпчĕ. Çывăх çыннăм ăс парса каланине асра тытатăп. "Юлнă ĕçе юр çăвать", - тесе вĕрентетчĕ. Аннене юратса тата хисеплесе хĕрĕме те çут тĕнче парнеленĕ çыннăн ятне патăм, - терĕ Василий Артемьевич, аса илỹсен ытамне путнă май, кăшт пăшăрханса.
Комсомольскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн йĕкĕт И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультетĕнче пĕлỹ пухать. Унта вĕреннĕ чухне "Чăваш фольклорĕнче философи саккунĕсем палăрни" наука ĕçне çырма пуçлать. Чунтан парăнса, тăрăшса пурнăçланă ĕç Мускаври Пĕтĕм Союзри студентсен наука конференцийĕнче çĕнтерỹçĕсен йышне лекет. Çавăншăн хастар яша тата Энвер Феизов доцента ЦК комсомолĕн Хисеп грамоти, хаклă парнесем парса чыслаççĕ.
Василий Федотов каярах асăннă кафедрăрах аспирантурăра куçăн мар майпа вĕренме тытăнать, "Фольклорта яланхи ăс-тăн курăнни" кандидат ĕçне çырса хỹтĕлет. Диссертацире вăл Атăл тăрăхĕнчи тĕрĕк халăхĕсен - пушкăрт, тутар, чăваш - фольклорĕнчи кăмăл-сипете тишкерет. Ăна Мускаври Плеханов ячĕллĕ Халăх хуçалăх институтĕнче хỹтĕленĕ хыççăн арçын Казахстанри Павлодарти патшалăх педагогика институтĕнче философи тата экономика теорийĕн кафедрине ертсе пыма пуçлать. Кунта Василий Артемьевич 16 çул ĕçленĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче тĕрлĕ халăх пĕрлешес юхăм çуралсан, Павлодарта еврейсен, украинсен, Корея çыннисен культура центрĕсемпе пĕрлех чăвашсен те культура центрне хута яраççĕ. Ку ĕç 1995 çулта пулса иртнĕ.
СССР арканнă хыççăн çĕршыври лару-тăру самаях улшăнать. Чăвашсем те çемйи çемйипе тăван тăрăха куçса килме тытăнаççĕ. Çав вăхăтра Василий Артемьевич тăрăшнипе Павлодарта "Çеçпĕл" фольклор ансамбльĕпе Чăваш вырсарни шкулне йĕркелесе яраççĕ. "Çеçпĕл" тата "Раççей çăлкуçĕсем" фестивале икĕ хутчен хутшăнаççĕ, шкула çỹрекен чăваш ачисене Шупашкара, унти йăла-йĕркепе паллаштарма, ятарласа экскурсие илсе килеççĕ. Вăл культура центрĕн тилхепине 10 çул ытла тытса пырать, чăвашсемпе унта пурăнакан ытти халăх хушшинчи туслăх кĕперне хывать. Çак пархатарлă ĕçсемшĕн Казахстан Президенчĕ Нурсултан Назарбаев медальне тивĕçет.
- Инçетре пурăннă пулин те тăван тăрăхран нихăçан та уйрăлман. ЧНКна ĕçсемпе çулталăкра 2-3 хутчен килсен, çуралса ỹснĕ вырăна яланах килеттĕм, - тет академик.
Каярах Василий Федотова И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Лев Кураков: "Пире хамăра та философи докторĕсем кирлĕ", - тесе ĕçе чĕнет. Çапла вара Василий Артемьевич тăван çĕрĕн ытамне лекет. Хальхи вăхăтра вăл асăннă вĕренỹ учрежденийĕнче студентсене лекцисем вулать, унсăр пуçне - ЧНК çумĕнчи ваттисен канашне ертсе пыракансенчен пĕри, Чăваш халăхĕн ỹнерпе ăслăлăх академийĕн президиумĕн членĕ. Унта пирĕн ентеш чăваш этнокультурин ыйтăвĕсене тĕпчекен пай ертỹçи.
Вăл мăшăрĕпе, Ольгăпа, икĕ ачана тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хальхи вăхăтра вĕсем Германире пурăнакан Настя хĕрĕн Петр-Никалс тата Павлодар хулинче кун кунлакан Саша ывăлĕн Даниилпа Маша мăнукĕсемпе чунтан савăнаççĕ. Сăмах май каласан, Василий Федотовăн мăшăрĕ те И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ỹнер-графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Элли Юрьев ячĕллĕ ỹнер шкулĕнче ачасене тарăн пĕлỹ парать.
Ентешсен çитĕнĕвĕсемпе чунтан савăнатпăр, вĕсене малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма сунатпăр.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"