22 мая 2018 г.
Николай Смирнов,
Комсомольски ялĕ.
- "Каçал ен" - чи юратнă кăларăмсенчен пĕри. Район хаçатне 1971 çултанпа çырăнса илетĕп. 47 çул хушшинче хаçат аталанса пыни куç умĕнчех. Хаçат сăн-сăпачĕ, дизайнĕ çулран-çул лайăхланать. Тытса вулама çав тери кăмăллă. Хаçата почтальон килсе парасса чăтăмсăррăн кĕтетĕп вĕт. Пĕр саспаллине хăвармасăр вуласа тухатăп вара. Уйрăмах ял хуçалăх ĕçченĕсем пирки анлăн çутатнă материалсем кăмăла каяççĕ. Пире, ялта ỹснĕскерсене, çураки, вырма мĕнле иртни кăсăклантарать. Кам малта, кам ĕлкĕрсе пыраймасть? Ăçта сĕт мĕн хакпа туянни, ăна кам мĕн чухлĕ суса илни те вулакана кăсăклантаракан ыйту. Çавăн пекех çамрăксем пирки çырнă материалсене те вулама юрататăп. Республика, çĕршыв, тĕнче шайĕнчи конкурс, ăмăрту иртет-и?! Хаçата алла тытсассăнах тỹрех район çамрăкĕсем малтисен йышĕнче пулнине вуласа савăнатăп. Çарпа патриотизм, сывă пурнăç йĕркин темисене те журналистсем куллен çутатаççĕ. Çакă çитĕнекен ăрушăн çав тери кирлĕ тесе шутлатăп. Хаçат ĕçченĕсене ят-сума çĕре ỹкермесĕр вăй хума, халăх шанăçне малашне те тỹрре кăларма ăнăçу сунатăп.
Источник: "Каçал Ен"