22 мая 2018 г.
Майăн 31-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчере пируссăр пурăнмалли кун. Ăна сывлăхшăн сиенлĕ амака хирĕç тăма хăнăхтарас тĕллевпе паллă тăваççĕ.
Пирус тĕтĕмĕ чăнахах та организмшăн питĕ сиенлĕ. Тĕслĕхрен, юлашки çулсенче Раççей табак туртакансен йышĕпе тĕнчере малти вырăнта, çул çитменнисем хушшинче сиенлĕ çак йăла сарăлнипе - пĕрремĕш вырăнта. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци кăтартăвĕсем тăрăх - Раççейре пирус туртнă сăлтавпа 300 пин ытла çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Статистика кăтартăвĕсем çапла çирĕплетеççĕ, пирĕн çĕршывра пурăнакансем хушшинче пирус туртнин сиенĕпе сăлтавланнă вилĕмсем куллен 700 таран пулаççĕ. Чăн та, сиен çинчен пурте пĕлеççĕ, анчах туртакан кашни çын никотин тĕтĕмĕпе çыхăннă вăл е ку чир хăйне пырса тивмессе шанать. Çын организмĕн кирек хăш органне те сиенлĕ витĕм кỹрет çав сигарет. Тĕп "мишень" вара - ỹпке, сывлав çу-лĕсем. Пирус туртакан çыншăн чĕре чирĕсем аталанас хăрушлăх та пысăк. Чĕре тĕртĕмĕ кислород çителĕклĕ пыманнипе хавшать те - вăхăт иртнĕçемĕн çакă миокард инфаркчĕ патне çитерме пултарать. Инсульт çапса ỹкерессине те витĕм кỹрет пирус сиенĕ, пуç мимин юн тымарĕсем юн çаврăнăшĕ пăсăлнăран вараланаççĕ.
Апла пулсассăн сывлăха сиенлетсе мĕншĕн сигарет мăкăрлантармалла-ха? Малтанлăха пĕр кун туртмасăр çỹресе пă-хмалла. Çакна шăпах майăн 31-мĕшĕнче пурнăçламалла та. Тухтăрсем пĕлтернĕ тăрăх, туртакансенчен 20 проценчĕ шăпах çакăн пек майпа усал йăларан хăтăлать. Хăйсем тĕллĕн илĕртмĕш тĕтĕмрен ниепле те хăтăлаймасан медицинăн квалификациллĕ пулăшăвĕпе усă курма май пур.
Сиенлĕ йăларан хăтăлни çынна хăйне ытларах хаклама хĕтĕртет. Çăмăллăн сывлама пуçланă çыннăн сывлăхĕ те лайăхланать. Çемьери çын туртма пăрахни ыттисемшĕн те усăллă, тĕтĕм витĕмĕ вĕсене те витернĕ вĕт. Çавăнпа та çын хăйне ернĕ усала çĕнтерчĕ пулсан вăл пархатарлă ĕç тунипе тан.
Çулсерен табак туртнин сиенне пула 7 миллион çын вилет. 2030 çул тĕлне çак кăтарту 8 миллиона çитме пултарать. Çак сиенлĕ йăлана хирĕç васкавлă мерăсем йышăнмасан ку ĕмĕрте хăрушă инкеке пула тĕнчере пĕр миллиард çын вилме пултарать теççĕ.
Л.ЯРЫШЕВА,
врач-нарколог.
Источник: "Каçал Ен"