АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсем пуçаруллăран проектсем пурнăçланаççĕ

18 мая 2018 г.

Патшалăх программисем хута кайни çынсен пурнăçне çăмăллатма, таврана хăтлăлатма чылай пулăшать.

Тĕслĕхрен, юлашки вăхăтра республикăри граждансен пуçарăвĕсене тĕпе хурса йĕркелекен бюджет мелĕпе чылай проект пурнăçлама май килнĕ. Проектсене районта та сахал мар ĕçе кĕртнĕ. Сăмахран, Комсомоль-ски тăрăхĕнче пĕлтерĕшлĕ ĕç-сем сахал мар тума пултарчĕç. Планра ĕçе кĕртмелли те сахал мар. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул Çур-çĕр поселокĕнчи Кречетникова урамĕнче, ачасемпе çамрăксем, çавăн пекех аслисем валли спортплощадка хута янăччĕ. Халĕ унта кашни çын сывлăхне çирĕплетме пултарни паха.

- Ял тăрăхĕсенче пурăнакансем тата хăй тĕллĕн ĕçлекен организацисемпе предприятисем, учрежденисенче ĕçлекенсем пуçаруллă пулнăран, вырăнти инфраструктурăна лайăхлатас тĕллевпе ĕçе кĕртмелли проект хакĕн 40 процентне пуçтарма пултартăмăр. Ун хыççăн проект конкурсра çĕнтерсессĕн Чăваш Республикин бюджетĕнчен 60 процент хушма укçа куçарса пачĕç. Пухăннă нухратпа усă курса нумаях пулмасть, район центрĕнчи Завод урамĕнче, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул çумĕнче нумай функциллĕ спортплощадка тума тытăнтăмăр. Проекта пурнăçлама 1 миллион та 458 пин тенкĕ каять. Ĕçсене пурнăçлаканĕ - "Романа" завод. План тăрăх вĕсем ĕçе июлĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле, - лару-тăрупа паллаштарчĕ Комсомольски ял тăрăхĕн специалисчĕ Олег Абросимов.

Хальхи вăхăтра спортплощадкăра тренажерсемпе чупмалли çулсене вырнаçтарнă, турниксемпе ытти спорт инвентарĕсем те хăйсен вырăнне кунтах тупнă. Футбол тата баскетбол вăййисем валли уйăрнă лаптăк та часах хута кайĕ.

- Вăтам шкул çывăхĕнчи лаптăкра та тинех тирпей-илем хуçаланма тытăнĕ. Ачасем кунта вăхăта усăллă ирттерессинче, сывлăха çирĕплетессинче иккĕленỹ çук. Спорт вăййисене йĕркелеме те пур услови те пулĕ. Çакна эпир чылайранпа кĕтнĕ, - терĕ асăннă шкул директорĕ Георгий Перьев.

Ялта пурăнакансем чăннипех те пуçаруллă пулнăран, вырăнти пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе пурăннăран çакăн пек проектсене ĕçе кĕртме май килет. Пурăнакан вырăнта ĕçлеме те, канма та лайăх пултăр!

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика