18 мая 2018 г.
Ахальтен каламаççĕ пуль çав, укçа чул кастарать тесе. Акă, тĕслĕх вырăнне кăçалхи февралĕн 7-мĕшĕнче Комсомольскинче пулса иртнĕ ĕç-пуçах илер-ха.
Ульяновск хулинче пурăнакан çынсем Комсомольски районне юлташĕсем патне хăнана килнĕ. Ахаль ларма хăнăхман пулас çав çакскерсем. Çул-йĕр çинче авари пулнă тесе ГИБДД ĕçченĕсене чĕнсе илнĕ. Страховка укçине питĕ алла тытса курас тенĕ-ши?! Анчах йĕрке хуралçисене те часах улталаймăн çав. ГИБДД ĕçченĕсем ултава часах тавçăрса илеççĕ. Анчах та çак-скер, пуçланă ĕçне вĕçлес тĕллевпе, полици ĕçченĕсене сĕтев пама тăрать. Çавна май вăл йĕрке хуралçисене 70 пин тенкĕ укçа сĕнет. Паллах, йĕрке хуралçисем укçа-тенке илмен, саккуна пăсаканăн вара РФ Уголовлă Кодексĕн 291-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе, 30-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе явап тытма тивĕ.
Сăмах май каласан, Ульяновск çынни айăпне пĕтĕмпех йышăннă.
Т.ПРЫГУНОВА,
юстици лейтенанчĕ.
Источник: "Каçал Ен"