АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечек çыххинчен те пахарах

15 мая 2018 г.

- Нумай кирлĕ-и пире, ватăсене, савăнма? Тепĕр чух ăшшăн пăхса ырă сăмах калани те ылтăн-кĕмĕлрен пахарах, - куççульленчĕ Комсомольскинче пурăнакан Зоя Федоровна Счетчикова пенсионер.

Зоя Счетчикова ĕмĕрне ачасемпе ĕçлесе ирттернĕ. Миçе çамрăка пурнăç çулĕ çине тухма, професси суйлама пулăшман-ши сумлă ватă?! Хальхи вăхăтра вăл вĕрентсе кăларнă ывăл-хĕртен чылайăшĕ Тăван çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче кун кунлаççĕ, çемье тытса пыраççĕ, ача-пăча çитĕнтереççĕ. Вĕсем хушшинче, тен, мăнукĕсене сăпкара сиктерекеннисем те пур пуль... \

- Майăн 9-мĕшĕ - чи пысăк та хаклă уявсенчен пĕри. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн, пирĕн тата хальхи çитĕнекен ăрăвăн тăнăçлăхĕпе хăтлă пурнăçĕшĕн пуçĕсене шеллемен паттăрсен ячĕсене эпир ĕмĕр-ĕмĕр асра тытăпăр. Çитĕнекен çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас тесе учительсем ырми-канми тăрăшнине те ырлатăп. Çĕнтерỹ кунĕ умĕн Ирина Крылова, Елена Прокопьева библиотекарьсем ачасемпе мана саламлама килсе çитрĕç, - савăнăçне пытармарĕ Зоя Федоровна.

Айгуль Мухаметзянова, Виктория Долгова, Яна Клупанова, Гулия Хайруллина, Алсу Аббасова сумлă ватта Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе юрă-сăвă парнеленĕ, тата та нумай-нумай çул савăнса пурăнма ырлăх-сывлăх суннă.

- Хама манманни вĕренекенĕмсем илсе килнĕ капăр чечек çыххинчен те пахарах. Тавтапуç çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре тăрăшакансене, - терĕ Зоя Счетчикова калаçăва вĕçленĕ май.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика