АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслисем çĕнтерчĕç

15 мая 2018 г.

Майăн 12-мĕшĕнче районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче вăтам тата тĕп шкулсенче пĕлỹ пухакансем çăмăл атлетика вăййисенче мала тухассишĕн тупăшрĕç. Вĕренекенсем тĕрлĕ дистанцисене, эстафета чупса, йĕтре ывăтса, тăршшĕне сиксе ăмăртрĕç. Çĕнтерỹçĕсен район чысне республика шайĕнче хỹтĕлемелле пулать.

Çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ чăннипех те хĕрỹ иртрĕ. Хĕрсемпе каччăсем кашни тупăшура çитĕнỹ тума тăрăшрĕç. Апла пулин те чи маттуррисем çеç мала тухрĕç. Вăтам шкулсен командисене илес пулсассăн, кунта Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн командине çитекенни пулмарĕ. Вĕсем тĕрлĕ ăмăртусенче палăрчĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Шурутсем, виççĕмĕшĕнче - Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ. Тĕп шкулсем хушшинче Хирти Явăшсем - чи матуррисем. Чĕчкенсем - иккĕмĕш, Хырхĕррисем виççĕмĕшсем пулчĕç. Çĕнтерỹçĕ-спортсменсем майăн 17-18-мĕшĕсенче республикăра йĕркелекен ăмăртусене хушăнаççĕ.

Е.ТИХОНОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика