15 мая 2018 г.
Майăн 14-мĕшĕнче Комсомольски вăрманĕ çумĕнче çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Районта вĕсем 50-мĕш хут иртеççĕ.
Чи малтанах çамрăк армеецсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов саламларĕ, çитĕнỹсем тума ăнăçу сунчĕ. Пĕлтĕр çĕнтерỹçĕсен ятне тивĕçнĕ Комсомольски 2-мĕш вăтам тата Александровка тĕп шкулĕсен командирĕсем "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисен ялавне çỹле хăпартрĕç. Ун хыççăн район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Антонова сăмах илчĕ, çамрăк армеецсен вăййисене çулсерен ирттернине, çакă районта ырă йăла пулса тăнине палăртрĕ, малашне те çакăн йышши вăйăсене йĕркелеме шантарчĕ.
Тĕрлĕ çар форми тăхăннă ачасем пухăннисем умĕнче стройпа утса хăйсен маттурлăхне çирĕплетрĕç. "Пограничниксен юрри", "Катюша" тата ытти юрăсем таврара мăнаçлăн янăрарĕç. Çамрăк армеецсем кĕлеткисене тỹрĕ тытнипе, пĕр харăссăн, çирĕппĕн утнипе куракансене тыткăнларĕç. Командирсем хушшинче хĕрачасем те пуррине асăрхамасăр хăварма çук. Вĕсем арçын ачасенчен пĕр енĕпе те кая пулманнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.
Кăнтăрла хыççăн конкурссем пуçланчĕç. Виçĕ куна тăсăлакан ăмăрту вăхăтĕнче çамрăк армеецсен хăйсен пултарулăхне пур енлĕн кăтартса ăсталăхпа çивĕчлĕх тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла пулĕ. Вăйăсем майăн 16-мĕшĕнче вĕçленеççĕ. Ун хыççăн, 16-19-мĕшĕсенче, 10-мĕш классенчи арçын ачасен çар сборĕсем иртеççĕ. Вĕсем çар ретне тăма хатĕрленсе хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ вăйăсенче тĕрĕслĕç.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"