АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен пурнăçĕнчм "пĕрремĕш" университет

11 мая 2018 г.

Кун-çул парнеленĕ çынсемшĕн - атте-аннешĕн - тĕпренчĕкĕ чĕрĕ-сывă, ăслă-тăнлă çитĕнни - пысăк телей. Ачасен аталанăвĕ пирки сăмах пуçлас пулсан, вĕсен ỹт-пĕвĕпе интеллектуалĕ, кăмăл-туйăмĕ шăпах шкул çулне çитиччен аталанать. Ачасемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ самантра ашшĕ-амăшĕ хывакан тỹпе питĕ пысăк. Пĕчĕк граждансен воспитанийĕ çемьерен пуçланать.

Анчах та чи пирвайхи социаллă опыта пĕчĕкскерсем шăпах ача садĕнче илеççĕ. Воспитательсем тăрăшнипе вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнма хăнăхаççĕ, çутçанталăка юратма, хăйсем тĕллĕн çỹреме вĕренеççĕ. Чăвашстат специалисчĕсем республикăри шкул çулне çитичченхи ачасен 2017 çулта туса ирттернĕ ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.

Ун тăрăх, Чăваш Енре шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен 561 организаци шутра. Ача сачĕсене 77 пин (40 пин арçын ача тата 37 пин хĕрача) ача çỹрет, вĕсенчен 64,2 пинĕ (83 процент) 3 çул тултарнисем тата асăннă çултан аслăраххисем. Çакна та палăртмалла - хулаллă вырăнсенче - 217 организаци, яллă вырăнсенче вĕсен шучĕ - 344 (20 пин çын).

Тĕпренчĕкĕсене ача садне панă вăхăтра ашшĕ-амăшĕ организацире тăрăшакан ĕçченсен опычĕпе профессионализмĕ çине шанать. 2017 çулта ку сферăра пурĕ 6,2 пин вĕрентекен тăрăшнă, вĕсенчен 75 проценчĕ хуласенче ĕçленĕ. Ĕçлекен педагогсем - 30-54 çулта. Çамрăксем те пур (14 процент). Педагогсенчен чылайăшĕ аслă пĕлỹллĕ (61 процент), ытти 35 проценчĕ - вăтам професси илнĕскерсем. Нумайăшĕ (50 проценчĕ) шăпăрлансемпе 20 çула яхăн ĕçлет.

Паллах, ача-пăчана тĕрĕс воспитани парас тата вĕсен сывлăхне сыхлас, аталанма пулăшас тесен тĕрлĕрен япаласене шута илмелле. Сăмахран, ача сачĕн пурлăхпа техника никĕсĕ. Организацисенче персоналлă компьютерсем пур, Интернетпа çăмăллăн усă кураççĕ. Республикăри 305 ача сачĕ музыка пỹлĕмĕллĕ пулсан, 175-ĕшĕнче физкультура залĕ пур. 31 ача садĕнче вара бассейн вырнаçтарнă. Хĕллехи сад 6 организацире анчах.

Шкул çулне çитиччен илнĕ пĕлỹ - пуласлăх çăри. Вăл ачасен малашлăхĕнчи ăнăçăвăн пирвайхи çирĕп никĕсĕ, çавăн пекех вĕсен пурнăçĕнчи пĕрремĕш университет шутланать.

ЧĂВАШСТАТ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика