08 мая 2018 г.
Илемлĕ тавралăх кашнин кăмăлне çĕклет. Çавна май çуркунне субботниксем йĕркелесси, йывăç-тĕм лартасси йăлана кĕнĕ йĕрке. Çапла пулмалла та. Мĕншĕн тесессĕн хĕллехи юр ирĕлнĕ хыççăн тухакан ăпăр-тапăр тавралăха илемсĕрлетет. Çулсем айккисенче те, çуртсем тавра та пушă кĕленчесем, хут курупкасем, пакетсем пайтах выртаççĕ. Унта çеç мар, вăрманта та вырăн тупнă вĕсем. Хамăр пурăнакан вырăна тирпейлĕ тытасчĕ, паянхи ĕçе ырана хăварас марччĕ.
Акă, районта пурăнакансем тавралăха тĕрлĕ çỹп-çапран тасатас тĕллевпе иртнĕ кунсенче субботниксем йĕркелерĕç. Çакна район центрĕнче те, ял тăрăхĕсенче те курма пулать. Пурте субботнике хастар хутшăнса хăйсем тăрăшакан тата пурăнакан çурт территорийĕсене тирпейлеме, çĕр участокĕсене кăпкалатма ĕлкĕрчĕç. Унпа пĕрлех районта пурăнакансемпе шкул ачисем вырăнти палăксене Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне юсаса çĕнетрĕç, вĕсен тавра тирпейлерĕç.
Тавралăха тирпей-илем кỹресси, палăксене кирлĕ шайра тытасси - пĕрлехи ĕç. Тасалăхшăн пурин те пĕрле тăрăшмалла. Апла пулсассăн субботника тухма ерçейменнисен çак ĕçе васкасах пурнăçламалла. Илем хамăршăн-çке. Тасатар, пуçтарар! Утса çỹреме кăмăллă пултăр.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"