АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Янра, хут купăс!" фестиваль

04 мая 2018 г.

Иртнĕ кунсенче Елчĕк районĕнчи Тỹскел ялĕнчи культурăпа кану центрĕнче хут купăсçăсен "Янра, хут купăс!" фестиваль-конкурсĕ иртнĕ.

Талантлă юрăçсене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурса курма çын чылай пухăннă. Концерт программине "Шуçăм" фольклор коллективĕпе конкурсантсем "Тапăртатса тăрать тур лаши" юрра пĕрле шăрантарнипе уçрĕç. Мăнкун эрнинче иртнĕ фестивале Елчĕк ялĕнчи Александр Невский кнеç ячĕпе хисепленекен чиркỹ настоятелĕ Александр Сенькинпа Лаш-Таяпари Таса Турă амăшĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Силуан иеромонах та хутшăннă. Вĕсем пухăннисемпе курма килнĕ хăнасене çутă уяв ячĕпе ăшшăн саламланă, конкурсантсене вара фестивальре ăнăçусем суннă. Унтан вĕсем пурте пĕрле, харăссăн, Мăнкун юррине мăнаçлăн та уççăн шăрантарнă.

17 çулчченхи тата 17 çултан аслăраххисем хушшинче йĕркеленĕ фестиваль-конкурс вăхăтĕнче пурте пĕлекен чăваш юррисемпе ташă кĕввисем янăраса кашнин кăмăлне уçнă.

- Хамăра асам тĕнчине лекнĕ пекех туйрăмăр, хаваслă уяв чун-чĕрене уçрĕ, - терĕç курма килнĕ хăнасем.

Хирти Явăш тĕп шкулĕн вĕренекенĕсем сцена çине тухсан зал ура çине тăнă - "Ложкари" ансамбль юрри-кĕвви пурне те килĕшмеллипех килĕшнĕ.

- Çакăн евĕр ăсталăх та пулать-çке, - тĕлĕннĕ пурте, Комсомольски яшĕсен пултарулăхне пысăк хак парса.

Фестивале хутшăннисен пултарулăхне тĕрлĕ - "Юный исполнитель", "Преданность искусству", "Самое задорное исполнение", "Самое оригинальное исполнение", "С гармонью по жизни..." - номинацисенче хакланă. "Юный исполнитель" номинацире 17 çулчченхи çамрăксенчен Хирти Явăш тĕп шкулĕнчи "Ложкари" ушкăн 2 степеньлĕ Диплом çĕнсе илнĕ. 17 çултан аслăраххисем хушшинче те Элпуçсем палăрнă. Асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Гордеевпа Хирти Мăрат культура çурчĕн культорганизаторĕ Валерий Павлов "С гармонью по жизни..." номинацире малти вырăна тивĕçнĕ.

- Çакăн евĕр мероприятисем ирттерни чăваш йăли-йĕркипе паллаштарать, ăна упраса хăварма та пулăшать. Фестивале йĕркелекенсене чĕререн тав тăватпăр, - тенĕ пухăннисем.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика