04 мая 2018 г.
Спортпа туслисен йышне ỹстерме пулăшакан, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтаракан юхăм - Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр комплекс - Чăваш Енре пĕрремĕш утăмĕсене виçĕ çул каяллах тунă. Халĕ вăл татах та аталанса пырать.
Акă, иртнĕ эрнере шăпах районти шкулсенче пĕлỹ пухакансем те ГТО нормативĕсене пурнăçларĕç. Вĕсем хыççăн вара районти организацисемпе предприятисенче тăрăшакансен ĕçпе хỹтĕлеве хатĕррине çирĕплетсе памалла. Кашни ỹсĕме кура мĕнле нормативсем памаллипе Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр комплексăн ятарлă сайтĕнче паллашма пулать. Кам та кам унта регистрациленмен, регистрациленме вăхăт çитнĕ. Пурте пĕрле спортпа туслашар, сывлăха çирĕплетер!
П.ПОРЯДКОВ,
"Кĕтне" ФСК директорăн çумĕ.
Источник: "Каçал Ен"