АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Георгий хăйăвĕ" акци иртет

04 мая 2018 г.

Пĕтĕм Раççейри "Георгий хăйăвĕ" акци - Çĕнтерỹ кунĕ умĕн иртекен ырă йăласенчен пĕри. Аслă Çĕнтерĕвĕн хура-хĕрлĕ-сарă паллине районти çамрăк волонтерсем валеçеççĕ.

Пирĕн районта та "Георгий хăйăвĕ" акци апрелĕн 26-мĕшĕнче старт илчĕ. Чи пĕрремĕшсем, районти ветерансен совечĕн членĕсем, "Георгий хăйăвĕсене" çакрĕç. Çак ĕçе район администрацийĕн специалисчĕсем пурнăçларĕç.

- Ку пирĕншĕн Çĕнтерỹ кунĕ умĕнхи чи паха парне,- терĕç ветерансем.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 73 çул çитнине халалланă митинга хутшăнакансене, ветерансене хăю валеçĕç.

"Георгий хăйăвĕ" акци çулсеренех Çĕнтерỹ кунĕ умĕн иртет. Раççейре кăна мар, чикĕ леш енче пурăнакансене те пĕрлештерет вăл. Çак паллă Çĕнтерỹ хакне, унăн пĕлтерĕшне тепĕр хут аса илтерет.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика