04 мая 2018 г.
Районти культура çурчĕ çумĕнчи В.Х.Зайцева ячĕллĕ халăх театрĕ куракансене мĕн чухлĕ спектакльпе савăнтарман пулĕ? 17 çул ытла ăна Лариса Носова режиссер ертсе пырать. Çак вăхăтра вĕсем районта пурăнакансене çеç мар, кỹршĕллĕ районсенчи куракансене те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Мĕн чухлĕ фестивале хутшăнман пулĕ?
Кăçал вара халăх театрĕн артисчĕсем куракансем валли пуçласа пукане театрне йĕркелеме пултарчĕç. Мартăн 27-мĕ-шĕнче, Пĕтĕм Раççейри театр кунĕнче, артистсем Алексей Балакаевăн "Амăшĕн чĕри" пьесăн пĕр сыпăкне сцена çине кăларчĕç. Ун чухне Лариса Носова режиссер премьера çав тери ăнăçлă пулнине çирĕплетнĕччĕ. Çавăнпа та "Амăшĕн чĕри" спектакле куракансем патне апрель уйăхĕнче çитерме палăртнăччĕ. Апрелĕн 26-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче "Амăшĕн чĕри" спектакльпе куракансене савăнтарчĕç. Пуканесем вылякан спектакле куракансем патне çитерес тесе районти "Вознесения Господня" чиркỹ настоятелĕ Николай атте уйрăмах пысăк тỹпе хывнă.
- Пуканесем вылякан театр вăл хăйне кура уйрăм тĕнче. Кунта артист хăй вылянипе пĕрлех алăри пуканесене "чун кĕртет". Артистăн аллисем ĕçлемелле, урисем утмалла, çăварĕ калаçмалла. Халăх театрĕн артисчĕсем шаннă рольсене пит маттур вылярĕç тесе çирĕплетсех калатăп. Спектакле куракансем патне çитерме çăмăл пулмарĕ. Кунсерен чылай сехет репетици ирттерни хăйĕн çимĕçĕпе савăнтарчĕ. Кун пирки Шупашкар хулинчен килсе çитнĕ хăнасем те çи-рĕплетрĕç. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем Владимир Григорьев, Геннадий Кириллов, чăваш халăх артисчĕ Анна Кутузова "Амăшĕн" чĕри" спектакле пысăка хурса хаклани пирĕншĕн калама çук пысăк çитĕнỹ, - пĕлтерчĕ артистсен ĕçĕпе кăмăллă Николай атте.
Районта пуçласа пукане театрне кăтартма пултарнишĕн чи малтанах куракан кăмăллă пулни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Залра ларакансем артистсемпе пĕрлех кулчĕç, йĕчĕç, пăшăрханчĕç. Кашни сăмах вĕсен чĕрине витерни тỹрремĕнех курăнчĕ.
Спектакльте вылякан артистсем - пултарулăх тĕнчинче пурăнакансем. Икĕ пайлă, 6 картинăллă "Амăшĕн чĕри" драматизмла комедире шаннă рольсене калăплакансем: Валентина Тимофеева (Минджя), Никита Голландцев (Пюрвя), Лариса Носова (Шарка), Руфина Смирнова (Хура çỹçлĕ хĕр), Татьяна Садртдинова (Хĕрлĕ çỹçлĕ хĕр), Виталий Хораськин (Ăмăрт- кайăк), Валентина Хораськина (Карчăк), Валентина Курицына (Амăшĕ). Вĕсем воспитани темине тарăн хускатакан пьесăри сăнарсене чăннипех те илемлĕ вылярĕç. Артистсен аллинчи пуканесем çăмăллăн та килĕ-шỹллĕн хускалчĕç. Пюрвя рольне вылякан Никита вара пурне те хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ.
- Никита çав тери маттур ача. Вăл яланах фестивальсене, конкурссене хутшăнать. Питĕ хитре вулать, калаçать. Ахальтен мар ăна "Амăшĕн чĕри" спектакльти тĕп роле шанса патăмăр. Пирвайхи репетициех вăл сăмахĕсене пăхмасăр вĕренсе килнĕ. Вăл çеç-и? Ыттисен сăмахĕсене те шакăртаттарса калать. Никита пьесăна пăхмасăр пĕлет. Вăл чăннипех те маттур. Талантлисене манăн пысăкрах сцена çине кăларас килет. Никита çакăн пек ачасенчен пĕри. Вăл шăпах артист пулас ĕмĕтпе çунатланать те, - палăртрĕ Лариса Витальевна.
Илемлĕ вулав конкурсĕ ирттернĕ май режиссерăн шкул ачисемпе тăтăшах хутшăнма тивет иккен. Шăпах районти пултарулăх конкурсĕсенче асăрханă та вăл шкул ачине. Тỹрех Никитăпа калаçу пуçарать, ăсталăхне шăпах пукане театрĕнче тĕрĕслесе пăхма сĕнет те. Ачасенче кăсăклăх çуратма пултаракан вăрттăнлăх пурах-тăр режиссерăн. Кашни çынрах мĕнле те пулин пултарулăх пытаннă теççĕ-çке. Çакна уçма пĕлсен, аталанма пулăшсан ỹсĕм те нумай кĕттермен. Никита Голландцев, çамрăк пулин те, шаннă роле пит маттур вылянине Лариса Витальевна, Николай атте, хуларан килнĕ хăнасем çирĕплетнĕ.
Артист сцена çинче пурăнать теççĕ. Вăл унта рольсене калăплать, куракансене савăнтарать. Пуканесемпе вылякансем вара хăйсем çеç мар, пуканисемпех унта тĕпленеççĕ. Вĕсене тумлантараççĕ, вĕсемпе калаçаççĕ, выляççĕ, кулаççĕ...
- Тĕлĕнмелле те пек, чăннипех çапла. Пуканесене чун кĕртсе калаçатпăр çав. Вĕсем валли мĕн чухлĕ илемлĕ кĕпе-йĕм çĕлеттернĕ тата. Спектакль выляма виçĕ арча япала кирлĕ пулчĕ. Ку пирĕн пуянлăх, - паллаштарчĕ сцена çинчи пурнăçпа Лариса Носова.
Пуканесене Николай атте тăрăшнипе Николай Тимофеев хатĕрлесе панă пулсассăн, вĕсене кĕпе-йĕм çĕлесе тăхăнтараканĕ вара Валентина Григорьева. Хăшне мĕнле тум тăхăнтартассине пĕтĕмпех пĕрле калаçса йышăннă. Кашнин шухăшне те шута илнĕ. Сцена епле пулассине те малтанах палăртнă. Кашни çын пукане театрне лартас тесе тỹпе хывнă. Районти культурăпа кану центрĕн директорĕ Мария Илларионова та спектакль куракансен кăмăлне каймалла пултăр тесе сахал мар сĕнỹ-канаш панă.
Пĕрлехи ĕçпе чи малтан çак ĕçе пуçараканĕ Николай атте, Лариса Носова режиссер, артистсем кăмăллă. Куракансем вара вĕсене тăвăллăн алă çупса тав тунă. Çакă - чи пахи.
Николай атте каланă тăрăх "Амăшĕн чĕри" спектакль куракансене татах та пуçтарĕ-ха. Пирвайхи премьера пирки, тен, нумайăшĕ пĕлмесĕр юлнă. Çитес вăхăтра артистсем ялсене çитсе хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарасшăн. Спектакль куракансен кăмăлне каясса шанаççĕ вĕсем.
Николай СПИРИДОНОВ, "Вознесения Господня" чиркĕвĕн настоятелĕ:
- 1980 çулсенче пукане театрĕнче ĕçленĕ вăхăтра "Амăшĕн чĕри" спектакль хăйĕн содержанийĕпе ĕмĕрлĕхех чĕрене кĕрсе юлчĕ. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ пулин те, спектакле лартас шухăш яланах канăç памарĕ. Кăçал ĕмĕт пурнăçланнишĕн чăннипех те савăнатăп. Çак ĕçе пурнăçлама Канаш тата Тăвай епархийĕн епископĕ Стефан пил пани пирĕн çулсене уçса пычĕ: вылякан артистсем тупăнчĕç, пуканесене хатĕрлерĕмĕр, репетицисем йĕркелерĕмĕр, куракансен пĕр пайне савăнтартăмăр. "Амăшĕн чĕри" спектакле ытти куракансем те пысăка хурса хакласса шанатпăр.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"